Çĕршыври чемпионат эксперчĕн статусне тивĕçнĕ

27 Чÿк, 2018

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче тăрăшакан аслă категори преподавателĕ Екатерина Борцова «WordSkillsRussia» чемпионт эксперчĕн ятне илнĕ. Çакнашкал çÿллĕ шайри статус республикăра пĕртен-пĕр унăн кăна, Раççейре унашкал ята 30-а яхăн çын тивĕçнĕ.

Екатерина Юрьевна сумлă ята тивĕçиччен вăрах вăхăт иртнĕ. Професси ăсталăхĕ енĕпе ăмăртакансен асăннă юхăмне Чăваш Енре пуçарса ярас ĕçе хастар хутшăннă, республикăри малтанхи ăмăртусенче тĕп экспертсенчен пĕри пулнă, ытти регионсенче «Повар ĕçĕ» компетенципе иртекен тупăшăва эксперт шутланса хутшăннă.

Сертификациленнĕ эксперт статусне тивĕçессишĕн Раççей тĕрлĕ регионĕнчи 5 çын тупăшнă. Повар профессийĕнче чăн-чăн специалист пулнине Екатерина Борцова чухлĕ ĕнентерÿллĕ нихăшĕ те çирĕплетеймен.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас