Çĕрпÿсем малашлăха çирĕппĕн утаççĕ
1 Mar, 2017 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Çĕрпÿ районĕнче ĕçлĕ çÿревре пулчĕ. Асăннă муниципалитетра вăл район пуçлăхĕпе Татьяна Бариновăпа тата район администрацийĕн ертÿçипе Александр Казаковпа тĕлпулу ирттерчĕ.

Ертÿçĕсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тĕплĕн сÿтсе яврĕç, 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç. Тавралăха тирпей-илем кÿртесси пирки те калаçрĕç. Паянах Михаил Игнатьев «Вурнарец» ООО тата «Велес» агрофирмăна çитсе курчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Республика вĕсене пысăк хак пачĕ. Çĕрпÿсем вара малашлăха çирĕппĕн утнине палăртрĕ.

 

Комментари хушас