Çĕрлехи тĕлпулу

Шак! Шак! Шак! Илтĕнчĕ чÿречерен шакканă сасă. Аня васкаса тăчĕ. Хăйĕн çине алăк умĕнче çакăнса тăракан пысăк ăшă тутăрне уртрĕ те васкасах çенĕке тухрĕ. "Кам унта?" тесе те ыйтмарĕ вăл. Коля иккенне ахалех пĕлет.

— Хăçантанпа курман-çке. Тунсăхларăм, — алăк уçнă-уçман савнийĕн мăйĕнчен уртăнчĕ вăл. Арçын та ăна хыттăн çупăрларĕ. Пĕр кана вырăнтан хускалмасăр антăхса каясла чуптурĕç.

— Манăн та сана курманран чунăм тăвăлсах çитрĕ, — киле кĕмеллине пĕрремĕш аса илчĕ арçын. Хĕрарăм ытамĕнчен вĕçерĕнсе пÿрт еннелле утăмларĕ.

— Мĕншĕн нумай кĕттеретĕн апла? — алăк хăлăпне питĕрнĕ май шăппăн калаçрĕ Аня. Кÿтсе килнĕ чунне хăвăртрах лăплантарасшăн пулчĕ вăл. Чун савнийĕ мĕн каласса та пĕлет-ха, анчах арçын пупленине илтесси килчĕ. Калаçнă май чĕри мĕн тери хăвăрттăн та хыттăн тапни ан илтĕнтĕр терĕ-ши?

— Пултараймарăм. Дежурствăра та кун сиктерсе тенĕ пек тăма тиврĕ. Канмалли кунсем те Гальăпа пĕрлех лекрĕç. Килтен ниепле те тухаймарăм.

— Аса илтĕн-и хăть?

— Куллен. Тăтăшах. Мĕн тери тунсăхларăм тата...

— Темшĕн ĕненетĕп сана, — арçын çумнерех йăпшăнчĕ кил хуçи.

Яланах çапла. Юратнă çыннипе тĕл пулнă самантра ун çумне çыпăçсах ларать тейĕн. Çак кĕске те телейлĕ вăхăтран ыррине, чунне ăшăтаканнине ытларах илсе юлма тăрăшать. Кольăран хăват илсе вăйланнăнах туять хăйне. Çак кăмăлне савнийĕпе тепре курнăçичченех упрать. Тепĕр чухне тунсăх пуснăран, чунĕ ниçта кайса кĕмелле мар хурланса килсен, куççуль тухайми пуличчен макăрать. Лăпланать те малаллах тинкерет...

...Аня институтăн пиллĕкмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне паллашрĕç çамрăксем. Мĕн тери пысăк хăвăртлăхпа аталанчĕ Кольăпа Аня юратăвĕ. Тепĕр чухне куçа хупса уçнă çĕре чĕрĕлнĕ кăвайт ялкăшса çунаканччĕ те амаланнă хăвăртлăхпах каялла сÿнекенччĕ. Вăйлă çил тухнăран та, чĕреслетсе çумăр çунăран та мар — хăвачĕ чакнăран. Анчах хальхинче апла пулмарĕ. Таса туйăм çирĕпленсех, йăл илсех пычĕ. Экономистпа инженертан лайăх çемьех пулмаллаччĕ-ха... Шел те, пурнăçра "анчах" тенисем тĕл пулаççĕ çав...

Аньăпа тĕл пуличчен Коля Гальăпа юрату вăййи вылятчĕ. Хирĕçесси те, каялла пĕрлешесси те тăтăшахчĕ çамрăксен. Шăпах черетлĕ хутчен "вăрçă" тухнă вăхăтра тĕл пулчĕ те йĕкĕт хăйĕн чăн юратăвне. Аньăпа паллашнă хыççăн Галя çинчен пачах маннăччĕ ĕнтĕ. Анчах юратура, иккĕн пулмалла çĕрте, виççĕмĕшĕ те тупăнать çав. Кĕтмен çĕртен аса илтерчĕ хăй çинчен кÿршĕ ял хĕрĕ.

— Коля, пирĕн ача пулать, — пырса шаккарĕ пĕр каçхине Галя общежити пÿлĕмĕнчен.

— Епле апла? Санпа курнăçманни те икĕ уйăх çитет-çке, — вăрттăн çимĕçе хăçан ас тивнине аса илчĕ каччă.

— Пепке тĕвĕленни те икĕ уйăх ĕнтĕ...

— Эсĕ пулас тухтăр-çке, çак таранччен епле асăрхамасăр пурăнтăн?

— Асăрхаман мар. Нумайччен шухăшларăм. Эсĕ хăть те мĕн ту... эпĕ ăна пăрахмастăпах, — йĕпеннĕ куçне пытарса çаврăнса утрĕ Галя.

Ури айĕнчен çĕр тарнăн туйрĕ хăйне арçын. Мĕн тумаллине те пĕлмерĕ. Аньăна епле пĕлтермелле кун пирки? Савнийĕ мĕн калĕ?..

Хĕр вара нимĕн те чĕнмерĕ. Çаврăнса утрĕ çеç. Коля ăна хыçран сăнаса юлчĕ.

— Пĕр сана çеç саватăп-çке, — пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрасшăнччĕ те — сасси тухмарĕ. Тĕнче мар, хăй те аран илтрĕ вĕсене.

Миçе çул пĕр-пĕрне улăштармарĕç-ши унтанпа? Кашни хăйĕн пурнăçĕпе хуçаланчĕ. Кольăпа Галя пĕртен-пĕр хĕрне кун çути парнелерĕç те текех ача çуратмарĕç. Хĕрарăм больницăра тăрăшрĕ. Кил хуçи малтанах заводра инженерта вăй хучĕ-ха, вăл хупăнсан кĕрнеклĕ те патварскер хурал организацине вырнаçрĕ. Аня та мăшăрланчĕ, анчах упăшкипе ăнмарĕ. Çавăнпах ывăлне пĕчченех çитĕнтерчĕ. Хĕрарăм уйрăлнăшăн кÿреннĕ ашшĕ ачине укçа-тенкĕпе пулăшма мар, килсе те курмарĕ. Юрать-ха хĕрарăм-экономист шалăвĕ çителĕклĕ пулчĕ. Сашук та акă халĕ Мускаври аслă шкулта вĕренет. Хĕрарăм хула çывăхĕнчи пĕр ялта çурт та туянма пултарчĕ. Ĕçе машинăпа хăвăртах вĕçтерсе çитет. Питех кая юлсан Шупашкарти хваттерне кĕрет.

Пĕр хулара пурăнсан та пĕр-пĕрне курманччĕ Аньăпа Коля. Пурнăçра нумай ĕç-пуç пач кĕтмен çĕртен пулса иртет. Пысăк пĕр лавккана кĕме тăнăччĕ арçын. Ун умĕнчен çав тери палланă хĕрарăм иртнине курсан чĕнмесĕр пултараймарĕ. Сасă паман тăк 20 çул каяллахи пекех Аня кайнине çурмĕнчен сăнаса юлĕччĕ-и...

— Сывлăх та пулин сунсамччĕ, — хальхинче илтĕнмеллех тухрĕç сăмахĕсем. Арçын чĕри тухса тарасла тапма тытăнчĕ. Хускалсан ури айĕнчи çĕр çухаласран хăранăн малалла пĕр утăм тума та аптрарĕ. Халь-халь тĕпсĕрлĕхе ÿкет тейĕн.

Çак самантра хĕрарăм ăна чĕнмерĕç-ши тесе каялла çаврăнчĕ те чĕмсĕрленчĕ. Акă вăл — унăн чун ыратăвĕ те, юратăвĕ те. Куç умĕнчех. Ним пулман пек йăл кулса пăхать. Пĕр самантрах савăнчĕ те, чун кÿренĕвне аса илсе тарăхрĕ те вăл. Ку таранччен кăмăлне пытарма вĕреннĕскер хăйне питех те лăпкăн тытрĕ. Туйăмĕ вара çунат сарса вĕçрĕ. Чараймарĕ ăна хĕрарăм. Ĕмĕрĕпе савса пурăннă çынна курсан чĕре епле хыт тапмĕ-ха?

— Салам, Коля, — хăй те сисмесĕрех ыталарĕ вăл арçынна. Унтан тем аса илнĕ пек айккинелле сирчĕ те: — Каçар, сана курма пултараççĕ-çке, аса та илмен.

— Пĕчченех эпĕ. Тен, кафене кĕрсе чей ĕçĕпĕр?

Çакăн хыççăн пуçланчĕç те çĕрлехи тĕлпулусем. Пĕр-пĕрне мĕн тери хĕрÿ савни, халиччен чĕрере вăрттăн упраса юратни уççăн палăрчĕ вĕсенче. Туйăмсем те яр! уççăн юхрĕç. Тепĕр тесен, чун-чĕре кĕввине пытарса упрама халĕ тин çамрăк та мар ĕнтĕ — савни çакна хăй тавçăрасса кĕтни кирлех-и? Ачапчалла айваннăн, яшла хавассăн савас килчĕ вĕсен пĕр-пĕрне.

АНАСТАСИЯ.

АНАСТАСИЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.