Çĕрĕн-кунĕн çул уçаççĕ

15 Кăрлач, 2016

Республика тата муниципалитет шайĕнчи çулсене юртан тасатас ĕç мĕнле пырать?

- Çил-тăман алхаснă кунсенче федерацин М-7 тата А-151 автоçулĕсемпе транспорт çÿреме чарăнас хăрушлăх тухса тăчĕ, - пĕлтерчĕ телефонпа Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕнчи «Воддорстрой» обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров. - Çапах пĕтĕм коллективпа техникăна пĕр чарăнмасăр ĕçлеттерсе кăрлачăн 13-мĕшĕнче инкеке сиртĕмĕрех! Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвне кĕске хушăра пурнăçларăмăр. Паттăрлăх кăтартнăшăн тавах пĕр канмасăр тата çĕрĕн-кунĕн вăй хунă механизаторсене! 330 çухрăм çулăн пĕр сыпăкне те çил-тăман хĕвеймерĕ. Çулсене техника çийĕнчех хырса тăчĕ. Иртен-çÿрен автотранспорт самантлăха та чарăнса тăмарĕ. Яваплă тĕллеве пурнăçлама 100 ытла çын, техникăн вун-вун агрегачĕ хутшăнчĕ.

Вăрнар. Çил-тăман хÿнĕ çулсене техникăпа хырассине ял тăрăхĕсенче аван йĕркеленĕ. Вăрнар поселокĕнче вара ĕç начар пынă. Шупашкарти «Инновацин комплекслă технологийĕсем» фирма документсем хатĕр мар тесе урамсенчи çула юртан уçма тытăнман. Çынсен юр ашма тивнĕ, автотранспорт иртсе çÿреймен. Совет, Комсомол, Ашмарин урамĕсенче ĕçлеме урăх подряд организацийĕсемпе предприятисен техникине явăçтарма тивнĕ. Кунта «Звездопад» АУО, Н.Петров, А.Иванов предпринимательсем ырă тĕслĕх кăтартнă.

Муркаш. Муниципалитет çулĕсене юртан тасатас тĕлĕшпе «Автодорсервис», «ПГС-1» обществăсем лайăх ĕçлеççĕ. Пĕрремĕшĕ 129 çухрăм çула тата 279 метр тăршшĕ кĕперсене пăхса тăрать. Ĕçе тĕрлĕ техника явăçтарать. «ПГС-1» 81 çухрăм çулпа 2 кĕпершĕн яваплă. Вĕсене юртан вăхăтра уçать. Районти кашни ял тăрăхĕнчех тракторсемпе тухăçлă усă кураççĕ.

Елчĕк. «Чăвашавтодор» тата «ДПМК «Яльчикское» обществăсен механизаторĕсем çул çинчи юр кĕрчĕсене техникăпа хырса уçассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Район администрацийĕ лартнă тĕллеве пурнăçлама вĕсем - 11, ял хуçалăх организацийĕсем чылай трактор явăçтарнă.

Тăвай. Хĕл каçиччен районти çулсене техникăн ятарлă 18 хатĕрĕпе тасатаççĕ. Çак кунсенче вĕсене юртан хырма тата 10 уйăрнă. Республика шайĕнчи çулсемшĕн - «Стройтек» общество, вырăнти пĕлтерĕшлисемшĕн А.Фролов предприниматель яваплă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: