Çĕре камсем сухалĕç?

20 Чÿк, 2015

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Красноармейскинче усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă ыйтупа «çавра сĕтел» ирттернĕ. Унта ял администрацийĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен тата ХФХ пуçлăхĕсем хутшăннă.

АПК ведомствин ертÿçи хытхура пуснă уйсене сухалассишĕн пыракан ĕçе кунтан ахальтен пуçламан. Трак тăрăхĕнче çăвĕпех çумкурăк ашкăракан лаптăк чылай. Миçе гектар йышăннине тĕрĕс палăртман министр райадминистраци пуçлăхне ятран тивмен лаптăксене кăçалтан ака-суха çаврăнăшне кĕртме сĕннĕ.

Нумай çул пушă выртнă лаптăка акассипе районта лайăх тĕслĕх кăтартакан ял хуçалăх организацийĕсем пур. «Таябинка» агрофирма сухалакан-акакан çĕре çуллен хушса пырса 3864 гектара çитернĕ. «Красное Сормово» обществăн çавнашкал лаптăк - 2 пин ытла гектар. Министр усăсăр выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕнпур çĕре шута илме, ăна пусă çаврăнăшне кĕртмелли план туса хатĕрлеме ыйтнă. Ăна камсем пурнăçа кĕртессине те уççăн палăртмалла.

Рубрика: