Çĕр çинче те, сывлăшра та саламланă

22 Раштав, 2015

Çăлавçă кунне халалласа Шупашкарта иртнĕ флешмоба 1,5 пине яхăн хĕрпе каччă хутшăннă.

Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем раштавăн 27-мĕшĕнче хăйсен министерствин 25 çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче 1-мĕш курсра вĕренекенсем йĕркеленĕ акци символĕ "25" число пулса тăнă. Студентсем Юрă уйĕн сцени çинче шăпах çак цифра евĕрлĕ тăрса тухнă, чĕрĕ те пысăк "25" çÿлтен питĕ лайăх курăннă. Вĕренекенсем хĕрлĕрех сарă тата кăвак - Раççей МЧСĕн тĕсĕсем - хăмпăсем тытни пушшех илем кÿнĕ.

Çĕр çинчи илем çумне кĕçех сывлăшри те хушăннă. Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ авиаклубăн парашютисчĕсем тÿпере хитре номер кăтартнă. Ан-2 самолет спортсмен-скайдайверсемпе 1 пин метр çÿллĕшне хăпарса çаврăннă, тепĕртакран çутă та йăлтăркка тăхăр купол уçăлнă. Çĕр çине Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсемпе малтан аннă виçĕ çын хушшинче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ĕçченĕ шалти служба майорĕ Сергей Егоров та пулнă. Уяв десантне хутшăннă ытти çынсем сывлăшра пируэт кăтартнă хыççăн çĕр çинче йĕркеленĕ "25" цифра çийĕн иртнĕ те студентсемпе юнашар анса ларнă.

Çамрăксемпе спортсмен-парашютистсем Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсене професси уявĕпе тата ведомство юбилейĕпе саламланă.

Рубрика: