Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

10 Юпа, 2014

Культура çулталăкĕнче тĕрлĕ шайри конкурссем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - аслă вĕренÿ заведенийĕсем валли кăларнă кĕнекесен федерацин Атăлçи округĕн регионти тăваттăмĕш конкурсĕ. Вăл Шупашкарти коопераци институчĕн никĕсĕ çинче "Университетская КНИГА" информаципе аналитика журналĕ пулăшнипе иртнĕ.

Йĕркелÿ комитетне çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 238 кĕнеке тăратнă. "Гуманитари тата социаллă ăслăлăхсем енĕпе чи лайăх кĕнеке" тата "Справка тĕлĕшĕнчен чи лайăх кĕнеке" номинацисенче Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă кăларăмсем çĕнтернĕ. Конкурс лауреачĕсем - "Чебоксары: исторический очерк" монографи /ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн автор коллективĕ хатĕрленĕ. Йышра - И.И.Бойко, Ю.В.Гусаров, В.Н.Клементьев, В.В.Орлов/ тата "Археологическая карта Чувашской Республики" ăслăлăх справка кăларăмĕ. Унăн авторĕсем те маларах асăннă институт ĕçченĕсем - Е.П.Михайлов, Н.С.Березина. Специалистсем палăртнă тăрăх - çак кĕнекесене полиграфи тата ÿнер тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пурнăçланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.