Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи чаплă хуралта

22 Ака, 2016

Çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă куна чыслă кĕтсе илме хатĕрленсе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăннă ĕнтĕ.

2015 çулта Раççей Общество палати халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне ĕмĕрлĕх упрас тĕллевпе федераци регионĕсенче «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой» обществăн патриотла акцине ирттермешкĕн пуçару тунă. Чăваш Республикинче сăваплă юхăма иртнĕ çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче чаплă лару-тăрура уçнă.

Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти пултарулăх керменĕнче 11 сехетре Республикăри «Çĕнтерÿçĕ ялавĕ умĕнчи часовой» обществăн патриотла 2-мĕш акцине уçма палăртнă. Унăн тĕллевĕ — Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, уйрăмах ачасемпе çул çитмен çамрăксене патриот пулса çитĕнтересси, халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи мухтавлă паттăрлăхне ăша хывтарасси.

Мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă хисеплĕ ентешсем тата ветерансем, Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем, Ачасен полици академийĕнче ăс пухакансем хутшăнаççĕ.

Çакăн йышши мероприятисем кăçалхи ака-çу уйăхĕсенче республикăри мĕнпур шкулта, колледж-техникумра тата институт-университетра иртмелле.