«Çĕнтерÿ пирне» хатĕрлеççĕ

14 Ака, 2015

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ Раççейри хĕрарăмсен союзĕн «Астăвăм хумĕ» акцине хастар хутшăнать. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асра тытас, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Кăçал вара вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ «Çĕнтерÿ пирĕ» республика конкурсĕ ирттерессине пĕлтернĕ.

Вăрнар районĕнчи ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ăстисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен тăлăха юлнă арăмĕсен, тыл ветеранĕсен мăшăрĕсен ячĕсене тĕрлесе, эрешлесе çырнă Çĕнтерÿ пирне хатĕрлеççĕ. Ăна майăн 9-мĕшĕнче Вăрнар поселокĕнче иртекен Çĕнтерÿ парадĕнче ятарлă колонна йăтса пырĕ.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: