Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе - амнисти
7 May, 2015

2015 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ирттерекен амнисти çинчен тунă йышăнăвĕ вăя кĕнĕ.

Унпа килĕшÿллĕн судпа айăпланнисен социаллă хÿтлĕхсĕр категорийĕсене, çавăн пекех патшалăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă çынсене явап тытассинчен хăтарĕç. Вĕсен шутĕнче - Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă çапăçусене хутшăннисем* Чечен Республикинчи, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри хĕçпăшаллă хирĕçтăру условийĕсенче тĕрлĕ задача пурнăçланă çар служащийĕсем, шалти ĕçсен органĕсен, уголовлă айăплава пурнăçлакан система сотрудникĕсем, РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсен гражданла персоналĕн йышĕнчи çынсем* СССР тата РФ патшалăх наградисене тивĕçнисем* çул çитменнисем* Чернобыль АЭСĕнчи авари сиенне, çавăн пекех 1957 çулта «Маяк» производство пĕрлешĕвĕнчи аварие тата Теча шывне радиоактивлă каяшсем юхса тухнине кура пулнă сиене пĕтерме хутшăннисем* çул çитмен ачаллă, инвалид ачаллă хĕрарăмсемпе арçынсем, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсем - çул çитменнисем тĕлĕшпе преступлени тунисемсĕр пуçне* 55 çултан аслăрах арçынсем тата 50 çултан аслăрах хĕрарăмсем* I тата II ушкăнсен инваличĕсем, çавăн пекех туберкулезăн активлă формипе чирлĕ, диспансер енĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе I тата II ушкăнсене кĕртнĕ çынсем, III е IV клиника ушкăнĕсенчи онкологи чирĕсемпе чирлисем.

Çак çынсене вĕсем пĕлсе тăрса йывăрăшĕпе пысăк мар е вăтам преступлени тунăшăн пуçласа судпа айăпланнă пулсан ирĕке кăларĕç. Çавăн пекех маларах ирĕклĕхсĕр юлман, 18 çул тултариччен пĕлсе тăрса преступлени тунăшăн 5 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварнисем те колонипе сывпуллашасса шанма пултараççĕ.

Амнисти асăрханмасăр тунă преступленисемшĕн 5 çул таран ирĕклĕхсĕр юлнисене, çавăн пекех амнисти вĕçленекен кун тĕлне колонире лармалли вăхăт çулталăкран каярах юлнисене те пырса тивĕ.

Амнисти ирĕке тухакансене вĕсем правăна пăснă май кÿнĕ сиене саплаштарассинчен хăтармасть.

Думăн амнисти çинчен калакан йышăнăвне пурнăçламалли тапхăр ултă уйăхпа танлашать. Чăваш Енри юсанмалли учрежденисенчи ристансем тĕлĕшпе амнисти çинчен калакан йышăнăва колони пуçлăхĕн ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕ çирĕплетнĕ йышăнăвĕ тăрăх пурнăçлĕç. Амнисти тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр татса памалли ыйтусем пулсан ятарлă прокуратурăна 8 /8352/ 62-56-80 е 62-66-56 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Д.АЛЕКСЕЕВ,

ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕн пулăшуçи