«Çĕнтерÿ» комплекс çĕнелнĕ

8 Çу, 2020

Коронавируса пула Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă мероприятисене каярах ирттерĕç. Апла пулин те тĕп хуламăра уяв сĕмĕ кĕртнĕ: урамсенче — пысăк баннерсем, общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче çĕнтерÿçĕсене халалланă пĕлтерÿсем вырнаçтарнă, кĕперсен хĕррипе ялавсем çакнă.

Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче пулнă, унта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллашнă. Парка çÿп-çапран тасатнă, çĕнĕ саксем вырнаçтарнă. Çар мухтавĕн монументне çунă, плитасене ятарлă шĕвекпе тасатнă, Нихăçан сÿнмен çулăмăн чашăкне сăрланă. Уçă тÿпе айĕнчи техникăна та йĕркене кĕртнĕ.

Мемориал комлексĕнче çĕнĕ арт-объектсем хатĕрленĕ. «Çĕнтерÿ палли» диорамăпа астăвăм стенине çĕнетнĕ. Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, эпидемипе çыхăннă лару-тăру лăплансан хула çыннисемпе хăнисем паттăрсене сума суса чечек кăшăлĕсем хурĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнĕç.

www.hypar.ru Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас