Çĕнĕ теплица хута кайрĕ

15 Раштав, 2016

Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра паян тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн 2,2 гектар йышăнакан теплица уçăлнă. Вăл ĕçлеме пуçланă ятпа коллектива ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов саламланă.

Предприяти ĕç-хĕлĕпе паллашнă май реконструкцие вĕçлени агрофирма ĕçченĕсемшĕн çеç мар, республикăра пахчаçимĕç туса илессине аталантаракансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Ольдеевская» паян — çивитти айĕнчи тăпра çинче пахчаçимĕç тухăçлă çитĕнтерекен пĕртен-пĕр предприяти, — тенĕ министр. — Халăха унпа туллин тивĕçтерессишĕн бизнеса укçа сахал мар хывмалла, пурнăçпа тан утакан, производствăра куллен çĕнĕлĕхпе технологисем шыраса тупакан, вĕсене ĕçе кĕртекен лайăх специалистсене предприятие явăçтармалла. Çĕнĕ технологисем производство калăпăшне ÿстерме çеç мар, продукци — хăяр, помидор, ешĕл курăк — пахалăхне лайăхлатма май параççĕ. Кунта хăйсен планне маларах тĕплĕн шухăшласа палăртакан çынсем тăрăшаççĕ».

Агрофирма директорĕсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова хăнасене çĕнетнĕ теплицăна тата котельнăйне кĕртсе кăтартнă. Унтан çитес çулсенче хута яма палăртнă теплицăсене те ăшă энергийĕ парса тăма палăртаççĕ. Е.Беликова пĕлтернĕ тăрăх — çĕнĕ котельнăй хăвачĕ пысăк та ăслă, пахчаçимĕçе кирлĕ йÿçек газпа тивĕçтерет, вăл хăярпа помидор тухăçне 30% ÿстерме пулăшать.

Теплицăсене ÿсентăрана кирлине пурне те вырнаçтарнă: пахчаçимĕçе çитĕнме пулăшакан сывлăш юхăмне йĕркелесе тăракан вентиляци тытăмĕ, тулта сивĕ чухне теплицăри ăшша пĕр шайра тытса тăма пулăшакан, çулла хĕвел пайăркисенчен хÿтĕлекен шторăсем, ÿсентăранăн кашни калчине тумласа нÿрĕк памалли хатĕр, ытти оборудовани.

Агрономсем министра çĕнĕ теплицăра хăяр калчисем çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче лартассине, нарăс уйăхĕсенче вĕсем продукци парассине пĕлтернĕ.

Агрофирмăн кĕленче теплицисем пурĕ 25,14 гектар çинче. Çав шутра калчалăх 0,48 гектар. Кăçал предприяти 10170 тонна продукци туса илнĕ. Тухăç кашни тăваткал метртан вăтамран 40,45 килограмм.

Теплицăсене çуллен рекон- струкцилеççĕ. Патшалăх уйăрнă субсидипе усă курса 2015 çулта 2,24 гектар йышăнакан теплицăна тĕпрен юсанă. 2017 çул тĕлне ĕçе кĕртнипе пĕрле 4,44 гектар. Икĕ проектăн инвестицийĕ 400 млн тенкĕпе танлашать.

«Ольдеевская» — хура-шурă ăратлă ĕнесене çитĕнтерекен репродуктор. Пĕлтĕр 2822 тонна — виçĕмçулхинчен 7,2% нумайрах — сĕт сунă /кашни ĕнерен вăтамран 7839 килограмм/. Кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен ăна 4,9% ытларах туса илнĕ. Кашни ĕнен вăтам продуктивлăхĕ 7519 килограмм — 2015 çулхи асăннă тапхăртинчен 4,9% нумайрах.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 728 пуç, çав шутра сăвакан 360 ĕне тытнă. Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕне выльăх пурĕ 710 пуç, вăл шутра — 360 ĕне.

Виталий НИКОЛАЕВ