Çĕнĕ стадион - чи пысăк парне

18 Çурла, 2015

Кашни шкул ачи хальхи йышши стадион пирки ĕмĕтленет, уйрăмах спортпа туслисем уншăн çунатланаççĕ. Унта футбол уйĕнче мечĕк чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те пулать. Шупашкарти 4-мĕш лицейра вĕренекенсем вара ку енĕпе чи телейлисем: çак кунсенче пĕлÿ çуртĕнче çĕнĕ стадион уçăлчĕ.

Шкулти спорт обћекчĕ чаплă керменсенчен пĕрре те кая мар. «Хулари «Спартакпа» «Олимпийский» стадионсен пĕчĕклетнĕ варианчĕ ку», - тейĕ хăшĕ-пĕри унта пырса кĕрсенех. Чăн та, мĕнрен кая çĕнĕ стадион? Мини-футболла вылямалли лапам, баскетболпа волейбол площадкисем, çăмăл атлетикăна юратакансем валли чупмалли çулсем, тренажерсем, ытти спорт хатĕрĕсем пур. Хĕлле яшсемпе хĕрсене каток çинче хоккейла выляма тата конькипе ярăнма хоккей курупки вырнаçтарнă. Акă, вăл - спорта аталантармалли тĕп вырăн. ЧР Спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - стадион ГТО нормисене тĕрĕслемелли центр пулса тăрĕ. Апла-тăк унта лицейçăсем кăна мар, хулари ытти вĕренÿ учрежденийĕсен хастарĕсем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхĕç. «Пирĕн стадион алăкĕ ку районта пурăнакансем валли те уçă», - терĕ лицей директорĕ Наталия Коновалова. Сăмах май, Чăваш Ен тĕп хулинче шкулти стадионсене 2012 çултанпа çĕнетеççĕ. Çак тапхăр хушшинче 29-шне юсанă. Ку обћекта тумашкăн вара бюджетран 31 млн тенкĕ тăкакланă.

4-мĕш лицей пултаруллă вĕренекенĕсемпе те мăнаçланать. Учрежденире вĕренÿре кăна мар, спортра та маттур ачасем пĕлÿ илеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, хулари «Кэс-баскет» баскетбол лигин 2015 çулхи чемпионĕсем, мини-футбол енĕпе Мускав район чемпионачĕн çĕнтерÿçисем, çамрăк хоккейçăсен «Олимп шанăçĕ» турнирĕн тата ытти вун-вун ăмăрту призерĕсем, çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» юхăмĕсен çĕнтерÿçисем вĕренеççĕ. Лицейçăсем вара республикăри вуншар турнир çĕнтерÿçипе, 4-мĕш класс хĕрачипе Варвара Скоросуевăпа тата Раççейри йĕлтĕрпе биатлон ăмăртăвĕсен призерĕпе, 9-мĕш класс каччипе Андрей Наумовпа уйрăмах мухтанаççĕ. Вĕсем сумлă хăнасемпе пĕрле хăю касма тивĕç пулчĕç.

Çĕнĕ стадион уçăлнине халалланă уява паллă çынсем нумайăн килчĕç: ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар хула ертÿçисем Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, «Стрижи» пилотсен ушкăнĕ /йышра 10 яхăн çын та пулчĕ, асли - Сергей Осяйкин подполковник/. Малалла вулас...

Рубрика: