Çĕнĕ спектакльсен вăхăчĕ
28 Sep, 2015 | Культура

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакльпе /И.Максимов-Кошкинский/ 98-мĕш сезонне уçрĕ. Çуркуннехи премьерăна куракансем ăшшăн йышăннăччĕ. Çавна май театрăн тĕп режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ку ĕç ăнăçлă пулса тухни çинчен каланăччĕ.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче сцена ăстисем Чăваш халăх çыравçи Николай Терентьев пьеси тăрăх хатĕрленĕ "Ыйăх çухатнисем" спектакль кăтартĕç. Унăн режиссерĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов.

Çавнашкалах çак авторăн тепĕр пьесипе - "Манăн çăлтăр тÿпере" трагикомедипе - паллашма май пулĕ. Владислав Николаевăн "Пихампар чунĕ манра" мюзиклне ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ сцена çине кăларма пулăшĕ. Марина Карягинăн "Куккуклă сехет" ĕçне Çĕнĕ çул хыççăн хак пама май килĕ.

 

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Марина ГРИГОРЬЕВА