Çĕнĕ Шупашкар режиссерĕн фильмĕ

14 Çу, 2015

Нумаях пулмасть Мускавра Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ Марат Никитин режиссерăн «Хорло» фильмне презентациленĕ. Унта Раççей эстрадипе кино çăлтăрĕсем килнĕ.

Фильма Чăваш Енри Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Йĕпреç районĕсенче, Шупашкарта кĕске вăхăтра, 16 кунра, ÿкернĕ. Çапах ушкăн ĕçе лайăх вĕçленĕ. Марат Никитин каланă тăрăх, 100 пин доллар тăкакланă. «Хорло» фильм Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале хутшăнĕ. Сăмах май, вăл май уйăхĕн 18-23-мĕшĕсенче иртĕ. Марат Никитин режиссерăн ĕçне экран çине майăн 20-мĕшĕнче кăларĕç. Халĕ вăл Мускаври сценаристпа «Нарспи» сценарийĕ тĕлĕшпе ĕçлет. Режиссер Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэмине киночĕлхене куçарасшăн.

 

Рубрика: