Çĕнĕ Шупашкар: пурнăç пахалăхĕ çуллен лайăхланать
5 Aug, 2016

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, хула çыннисемпе курнăçнă, суту-илÿ организацийĕсен ĕçĕпе, автоçулсен юсавĕпе паллашнă.

"Дубрава" лавккара пулнă май Михаил Васильевич кунта сахăр хаклине асăрханă — 5 килограмлă хутаç 315 тенкĕ. Килограмĕшĕн — 63 тенкĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăвашпотребсоюз лавккисенче сахăр песукĕ 53-54 тенкĕрен иртменнине палăртнă, халăх варени-компот хатĕрленĕ вăхăтра çакăнпа усă курса хаксене хăпартса яма юраманни пирки асăрхаттарнă. Эппин, тивĕçлĕ тытăмсен ку енĕпе ĕç-пуçа куçран вĕçертме юрамасть.

"Вятка" автоçул развязкин сыпăкĕнчи канализаци коллекторĕн реконструкцийĕпе паллашнă май Михаил Игнатьев çак проекта пурнăçлама 374 миллион тенкĕ ытла инвестици уйăрнине палăртнă. Ку ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарсем пĕрре кăна мар çĕкленĕ, кăçал пысăк пĕлтерĕшлĕ реконструкци тинех пурнăçланать.

Михаил Васильевич çавăн пекех Винокуров урамĕнчи автоçула юсассипе çыхăннă ĕçсемпе кăсăкланнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко пĕлтернĕ тăрăх — аукционра çĕнтернĕ "Воддорстрой" ООО утă уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе пуçăннă, 90 кунра юсава вĕçлемелле. Çул сыпăкне реконструкцилеме 41,7 миллион тенкĕ уйăрнă.

Регион пуçлăхĕ пурăнмалли çурт­сен картишĕсене пăхса çаврăннă, хăшпĕр çĕрте хыт-хура ашкăрнине асăрхаса кăмăлсăрланнă — тирпейлемелле. Çынсем Михаил Игнатьева республика влаçĕсем юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă. Михаил Васильевич кăçал ЧР Çул-йĕр фондĕнчен химиксен хули валли 70 миллион тенкĕ ытла уйăрассине çирĕплетнĕ. Çулсен юсавĕпе реконструкцийĕсĕр пуçне кăçал спутник-хулара 13 картише, унта кĕмелли 8 çула юсама палăртнă. Михаил Игнатьев хула ертÿçисене картишсен территорийĕсене тирпейлемелли программăна хула çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе тÿрлетÿсем кĕртме хушнă.

Çынсем укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем панине кура вĕсене хуравланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ лару-тăрăва объективлă хакламаллине палăртнă: экономикăри çивĕчлĕхе пула халăх тупăшĕ чакать, потребитель рынокĕнчи хаксем хăпараççĕ, ЖКХри тарифсем те пысăкланаççĕ. Çавна май кăçал коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн паракан субсидисен çемье пуçне тивекен вăтам калăпăшĕ 1300 тенкĕпе танлашать. Çак тăкаксем валли Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене тÿлеме 73,6 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Хулара ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли субсидисене илекен çемьесен йышĕ 21% ÿснĕ — çак укçана Çĕнĕ Шупашкарти кашни виççĕмĕш çемье илет.

Хĕрарăмсенчен пĕри хăйне сиплекен врачăн ĕç укçи пĕчĕкки пирки каланă — 10 пин тенкĕ кăна имĕш. Михаил Васильевич бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвĕн индикативлă кăтартăвĕсене пурнăçланине палăртнă — паян Чăваш Енре врачăн вăтам ĕç укçи 32 пин тенкĕ патнелле. Çавна май сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна пайăр тĕслĕхпе ĕç-пуçа уçăмлатма хушнă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх — хайхи врач шалăвĕ 20 пин тенкĕ ытла иккен. Алла Владимировна ку тĕслĕхпе служба тĕрĕслевĕ ирттересси пирки те каланă: хăйĕн медпулăшу кÿрессипе çыхăннă професси тивĕçне пурнăçлас вырăнне врач ĕç вырăнĕнче мĕншĕн пациентсемпе шалу пирки сăмах ваклать, çынсене тĕрĕс мар информаци парать?

Михаил Игнатьев çавăн пекех В.Давыдов-Анатри ячĕллĕ библиотекăра, 18-мĕш лицейре, куçса çÿрекен медицина пунктĕнче пулнă, вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Çулçÿреве пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарти пурнăç пахалăхĕ çуллен лайăхланса пыни çинчен каланă. Пĕр 5 çул каялла кăна-ха çынсем управляющи компанисен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнă, экологин çивĕч ыйтăвĕсене час-часах çĕкленĕ. Паян унашкал çивĕчлĕх çук. "Паян çынсем экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнче куçран вĕçертменни пирки иккĕленмеççĕ. Хулари обществăпа политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă. Халăхпа курнăçни тивĕçлĕ программăсене хула çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тÿрлетÿсем кĕртме май парать", — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

К.ВОЛКОВ