Çĕнĕ шкулсен строительстви - «Единая Россия» парти тимлĕхĕпе

17 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев шкулсем тăвас тата реконструкцилес ыйтупа селектор канашлăвĕ ирттернĕ. «Единая Россия»» партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай МАЛОВ çакăн пирки çапла комментари парать:

- Çĕнĕ шкулсем тăвасси - пирĕн партишĕн приоритетлă ыйтусенчен пĕри. Раççейре хальхи вăхăтра «Единая Россия» «Садиксем - ачасене» проекта пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пырать. Сăмах май, ку енĕпе Чăваш Ен регионсен хушшинче малтисен ретĕнче.

Вăхăт нумаях та иртмĕ - çĕнĕ садиксене кайнă ачасем шкул ÿсĕмне çитĕç, çавна май вĕсем валли хальхи йышши йĕркеллĕ вĕренÿ заведенийĕсем кирлĕ пулĕç. Ку шухăша Дмитрий Медведев та палăртрĕ.

Программăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерме экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах 2016 çулта тытăнĕç. Старт илме 50 миллиард тенкĕ таранччен уйăрĕç. Малашнехи 10 çулта - 3 триллиона яхăн, çав шутран иккĕшне яхăн - федераци бюджетĕнчен уйăрма тивĕç. Çак хисеппе пĕтĕм çĕршывĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче пурĕ 6,5 млн çĕнĕ вырăн йĕркелемелле.

Аса илтеретĕп: юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 шкул хута янă. 2015 çулта Комсомольски районĕнчи Элпуçĕнче çĕнĕ шкул тума пуçăннă, 2020 çулччен тата 18 çакнашкал вĕренÿ заведенийĕ хута каймалла.

Ача сачĕсен строительствин программине ăнăçлă вĕçлени пире шкулсем çĕклессипе тата реконструкцилессипе çыхăннă программăна та палăртнă тапхăрта пурнăçа кĕртессе шанма май парать. Çак пуçару мĕнле пурнăçланса пыни - «Единая Россия» партин тимлĕхĕ.

Рубрика: