Çĕнĕ микрорайонта — хăтлă поликлиника

5 Утă, 2016

Шупашкарти «Сад» микрорайон çыннисене ĕнерхи кун пысăк уявпа савăнтарчĕ — хăйсем пурăнакан вырăнтан инçех мар, Çырла тăкăрлăкĕнчи 2-мĕш çуртра, поликлиника уçăлчĕ. Сипленмешкĕн хальччен хулан тĕрлĕ районĕнчи учреждение çÿресе хăшкăлнăскерсем çакăншăн чăннипех хĕпĕртерĕç.

Республика ертÿлĕхĕ те, хула пуçлăхĕсем те Богданка тăрăхĕнче çĕкленнĕ çĕнĕ çуртсенче тĕпленнисене медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе ку тăрăхрах тивĕçтермелли майсене пĕрре кăна мар тишкернĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара 1929,8 тăваткал метр лаптăклă тăватă хутлă çурта Хулари тĕп больницăна панă. Ял хуçалăх академийĕн вĕренÿ корпусĕ пулнăскере çĕнетсе улăштарнă тата хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă /юсамашкăн — 3,6 миллион, кăткăс техника туянмашкăн 2,8 миллион тенкĕ тăкакланă/, нумай профильлĕ поликлиника туса хунă. Малашне кунта çитĕннисем те, ачасем те сипленĕç. Аслисен сывлăхне пĕтĕмĕшле практикăн 3 врачĕ тĕрĕслесе тăрĕ. Паянхи кун тĕлне сиплев учрежденийĕ çумне 7700 çынна çирĕплетнĕ. «Сад» микрорайонта çĕклеме палăртнă çуртсене пурне те хута ярсан ку кăтарту 40 пинрен иртмелле. Поликлиникăра васкавлă медицина пулăшăвĕн, процедура, физиосиплев, УЗИ кабинечĕсем, 2 койка-вырăнлă кăнтăрлахи стационар пур. Пациентсене пĕтĕмĕшле практика врачĕн 3 пÿлĕмĕнче куллен йышăнаççĕ, ансăр специалистсем — графикпа.

Педиатри уйрăмĕн 6 врачĕ çул çитмен 10,5 пин çамрăкăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать, кунта тĕреклĕ те таса ача çитĕнтермешкĕн, сиплемешкĕн, вакцинаци ирттермешкĕн услови çителĕклех.

Поликлиникăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов, официаллă ытти çын хутшăнчĕ.

«Паянхи «Сад» микрорайонта поликлиника уçатпăр. Куллен сарăлса пыракан хутлăхра пурăнакан çынсене вăл кирлĕ пулнине тĕпе хурса учреждение кĕске хушăра хута яма май тупрăмăр. Пирĕн тĕллев — халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси. Хулара — пĕтĕмĕшле практика врачĕсен офисĕсем, ялта ФАПсем хута каяççĕ. Кăçал кăна 23 фельдшер пункчĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ветерансене, çул çитменнисене, çамрăк ашшĕ-амăшне меллĕ пултăр тетпĕр.

Медицинăна аталантармашкăн çуллен пин-пин тенкĕ хыватпăр. Усси куç умĕнчех: пациентсем пулăшу пахалăхĕпе кăмăллă, вăрăм ĕмĕрлисем йышлансах пыраççĕ, çынсем сывă пурнăç йĕркине хаклаççĕ. Уйрăм çитменлĕх пур паллах, анчах вĕсене татса памашкăн пĕрлехи вăйпа кар тăратпăр», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх — çĕнĕ микрорайонта стоматологи поликлиники те уçма шухăшлаççĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем сиплев учрежденийĕн кабинечĕсенче пулса унти условисене тата кăткăс оборудование пахаларĕç, пациентсен шухăш-кăмăлĕпе паллашрĕç.

Валентина СМИРНОВА

 

Рубрика: