Çĕнĕ микрорайон пулĕ

31 Çурла, 2016

Шупашкарта сад юлташлăхĕсен çĕрĕсем çинче çĕнĕ микрорайон хута яма палăртаççĕ. Унта 4149 çын валли çурт-йĕр, социаллă учрежденисем пулĕç.

Территори планĕн проекчĕпе уçă итлевсем ирттернĕ. Микрорайон Пирогов урамĕпе, Н.Никольский проспекчĕпе, Шупашкар шывĕпе тата 30-мĕш автоçулпа чикĕленет. «Свобода», «Рассвет», «Энергия», «Дружба» сад юлташлăхĕсен, юридици сăпачĕсен тата уйрăм çынсен çĕрĕсене йышăнĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 53 гектар ытла.

— Çак çĕрсем çинче 7-16 хутлă çуртсем лартма палăртнă. Çавăн пекех çĕнĕ микрорайонта 205 вырăнлă ача сачĕ тата 500 вырăнлă шкул пулĕç. Пурĕ кунта 4149 çын пурăнма пултарĕ, — пĕлтерчĕç Шупашкар хула администрацийĕн Архитектура тата хула строительствин управленийĕнче.

Хула строительствин канашĕн членĕсем ыйтăва сÿтсе явнă чухне чăнкă çыранлă рельефпа хăюллăрах усă курма сĕннĕ. Ку меслет кÿршĕри «Радужный» микрорайонта ăнăçлă тÿрре тухнă.

Рубрика: