Çĕнĕ çула çирĕплетнĕ бюджетпа кĕретпĕр

8 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнчи черетлĕ вăтăр виççĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри - "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" саккун проекчĕ пулчĕ. Ăна сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш сасăлавпа йышăннăччĕ. Ун хыççăнхи тапхăрта парламентри пур фракцисенчи депутатсем ведомство ертÿçисемпе экспертсене хутшăнтарса питĕ тĕплĕ тишкернĕ, комитетсенче сÿтсе явнă. Тÿрлетÿсемпе хушăмсем кĕртме сăлтав тупăнман. "Справедливая Россия" парти фракцийĕнчи депутатсем тÿрлетÿ таблици сĕнсе пăхнă, анчах профильлĕ комитет ăна пăрахăçлама ыйтрĕ. Депутатсенчен чылайăшĕ çавăншăн сасăларĕ. Хальхинчи сессие çĕршыври Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Руслан Тихонов хутшăнчĕç, Алена Игоревна сăмах каларĕ.

Бюджет комитечĕн председателĕ Игорь Кушев, финанс министрĕ Светлана Енилина çулталăкри тĕп финанс документне мĕнле хатĕрленипе тата хăш параметрсене тĕпе хунипе тĕплĕ паллаштарнă хыççăн тухса калаçакан нумай пулчĕ. Тавлашура чăнлăх çуралать тенĕн, сесси юлашкинчен пурпĕрех пĕр пĕтĕмлетÿ патне çитсе тухрĕ - кашни статйишĕн уйрăммăн, кайран пĕтĕмĕшле сасăласа депутатсем 2016 çулхи бюджета иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнланса ĕçленĕшĕн депутатсене тав турĕ. "Çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр, çĕнĕ çула çирĕплетнĕ бюджетпа кĕретпĕр. Вăл тулса пырасси пирки иккĕленÿ çук", - терĕ Михаил Васильевич, кашнинех республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕ.

 

Теги: