Çĕнĕ çул уявĕсемпе Раштав каникулне лăпкă ирттермелле...
29 Dec, 2015 | Пулса иртни

Раштавăн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Шупашкар районĕнчи "Улăп" спортпа сывлăх центрĕнче Чăваш Республикинчи антитеррор комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ - Чăваш Республикинчи антитеррор комиссийĕн председателĕ Михаил Игнатьев, ФХС Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ - Чăваш Республикинчи антитеррор комиссийĕн председателĕн çумĕ Сергей Софронов, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов тата ыттисем Чăваш Енре пурăнакансене Çĕнĕ çул тата Раштав каникулĕсен вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнă. "Уяв вăхăтĕнчи массăллă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттермелле, йĕрке хуралçисен хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçламалла", - тенĕ Михаил Васильевич. Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Зоя Маслова Шупашкар районĕнче терроризма çул памалла мар тĕлĕшпе тăвакан ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Ку енĕпе асăннă районта лару-тăру лăпкă пулнине палăртнă. Терроризм факчĕсене тата экстремизм евĕрлĕ лару-тăрăва шута илмен. "Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе антитеррор комиссийĕн ларăвне малашне те вырăна тухса ирттерĕпĕр", - палăртнă Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

А.ГРОМОВА.