«Çĕнĕ çул - çĕнĕ çемьере» ырă туйăмсем парнелерĕ

22 Кăрлач, 2016

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене çемье ăшши питех те кирлине ăнланса Чăваш Енре тăтăшах тĕрлĕ пуçарусем пулаççĕ. Акă иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕччен республикăра "Çĕнĕ çул - çĕнĕ çемьере" акци пычĕ. Çак тапхăрта ача çурчĕсемпе интернат шкулсенче воспитани илекен 22 ача çемьесенче хăналанчĕç.

Акци ачасен чунĕнче еплерех шухăш-туйăм хăварнă-ши? Тăлăхсене хăйсен кил-йышне йыхравласа хăш тăрăхри çынсем тараватлăх кăтартнă? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçса пĕтĕмлетÿсем тума çак кунсенче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче "çавра сĕтел" ирттерчĕç. Унта çак акцие хутшăннă ачасем воспитани илекен организацисен ертÿçисем, ЧР Ача усрава йышăннă çемьесен Ассоциацийĕн председателĕ Тахир Мирджапаров, опекăпа попечительство органĕсем хутшăнчĕç.

Тĕлпулура акцие пуçаруллăн хутшăннă çак хутлăхсене палăртрĕç: Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Тăвай, Пăрачкав районĕсемпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем.

"Çĕнĕ çул - çĕнĕ çемьере" акци пынă вăхăтра ют çемьере хăналаннă ачасем хушшинче соцыйтăм ирттернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çул çитменнисен 80 процентне хăйсене хăнана чĕннĕ çемьесенче килĕшнĕ. Тăлăхсенчен çурри ытларахăшне çемьери хутшăнусем кăмăла кайнă, хÿтлĕхсĕр юлнисен чĕрĕкне çак тапхăр хăйсем хутшăнакан çынсен йышне сарма май килнипе, çĕнĕ туссем тупнипе килĕшнĕ. Хĕллехи каникул нумайăшĕшĕн хăйсем хăналаннă çемьери çынсемпе пĕрле уçă сывлăшра çÿренипе, хăшĕ-пĕриншĕн аслисемпе пĕрле йĕлтĕрпе, конькипе ярăннипе асра юлнă. Ачасен пĕр пайĕ /12,6 процент/ çĕнĕ çемьере кил-тĕрĕшре ĕçлесе пулăшнипе кăмăллă. Пĕтĕмĕшле илсен, тăван ашшĕ-амăшĕн йăвинчен тĕрлĕ сăлтавпа уйрăлнă ачасем ют кил-йышра ирттернĕ вăхăта "питĕ лайăх" е "усăллă", е "кăмăллă" тесе хак панă. Чылайăшĕн çав çемьесене таврăнас кăмăлĕ пур иккен.

Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ют çын нушине ăнланса интернатра е ача çуртĕнче çитĕнекен ачана хăйсен килĕнче тараватлăн кĕтсе илнĕ, тăлăхсене Çĕнĕ çул асамлăхне çемье ăшшинче туйма май туса панă ентешĕмĕрсене тав тăвать. Ачасен чĕринче юлнă ырă асилÿсем çакнашкал акцисен усăлăхĕ çинчен систереççĕ. Эппин, малашне те кирлех вĕсем.

Рубрика: