Çемйипех çунса кайнă
11 May, 2016 | Пулса иртни

Республикăра юлашки çулсенче пушарта çакăн чухлĕн вилнине астумастăп. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Элĕк районĕнче вутра 7 çын пурнăçĕ татăлнă.

Инкек Вырăс Сурăм ялĕнче çурçĕр хыççăн 1 сехет тĕлнелле пулнă. Пĕр хутлă йывăç çуртра пушар тухнă. Вут-çулăма сÿнтернĕ хыççăн кĕл-кăмрăк айĕнче 7 виле тупнă. 1981 çулта çуралнă хĕрарăмпа унăн 35-ри гражданла упăшки, 31 çулти хурăнташ шăллĕ тата çак çемьен тăватă ачи — тăххăрти тата саккăрти хĕрачасем, çиччĕри тата çулталăкри арçын ачасем — вилнĕ.

Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем ку тĕслĕхпе Уголовлă кодексăн 109 статйин 3-мĕш пайĕпе /асăрханмасăр икĕ е ытларах çынна вилĕм кÿни/ уголовлă ĕç пуçарнă. Пушар пирки пушар чаçне 00.59 сехетре кÿршисем вут-çулăма асăрханă хыççăн пĕлтернĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх — Шупашкарта пурăнакан çемье çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине яла килнĕ. Çуртра маларах хĕрарăмăн кукамăшĕ пурăннă, вăл çĕре кĕрсен пÿрт пушах ларнă. Каçсерен çанталăк самай сулхăн — хăнасем пÿрте ăшăтас тесе кăмака хутнă. Пурте çывăрма выртсан юсавсăр кăмакаран пушар тухма пултарнă теççĕ. Çынсем сĕрĕм тивнипе вилни паллă.

Типĕ йывăç çурта вут-çулăм питĕ хăвăрт ярса илнĕ пулас — никам та çăлăнайман. Инкек вырăнĕнче пулнă çынсенчен пĕри, сăмахран, социаллă сетьсенче çапла çырать: «Тем шартлатнине илтсе картишне тухрăм. Пушар çутине асăрхарăм. Çурт тăрринчи шифер сирпĕнет иккен — çав çунса шартлатать. Тÿрех унта васкарăм. Пулăшма май çукчĕ ĕнтĕ — çурт çийĕн тем çÿллĕш çулăм явăнать. Проводсем çунаççĕ, хĕм сапаççĕ те — çынсене ток çапасран сыхланмалли пирки асăрхаттарма кăна пултартăм».

Сăмах май, ял çыннисен пушар хуралĕ тĕлĕшпе ыйтусем пур. «Пушар техникин пилĕк единици вут-çулăма сÿнтерме хутшăннă теççĕ. Анчах пирвайхи пушар машини чĕннĕ хыççăн сехетрен тин çитрĕ. Ун хыççăн — Юнтапаран. Виççĕмĕшĕ вăхăт 3-мĕш сехете кайсан килчĕ. Тата икĕ единици ăçта — вăрттăнлăх-ши? Милици маларах çитрĕ, пушар машини кунта килме çул шыранă чухне пушар çине пăхса тăчĕç». «Эпĕ çитнĕ чухне Элĕкрен пушар машинине çур сехет каяллах чĕннĕ терĕç — вăл çукчĕ-ха. Кĕскен калас-тăк — МЧС подразделенийĕ тÿрĕ çулпа 12 километр килме 45 минутран кая мар ирттернĕ».

...Çак пушар пирки сăмах пуçарнă май ĕнерхи планеркăра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та сыхлăха çирĕплетмелли çинчен каларĕ, ялсенче яланах халăх хăй хурал йĕркеленине аса илтерчĕ. Шел те, çав ырă йăла паян çук. Михаил Васильевич тивĕçлĕ тытăмсен ертÿçисене çынсене пытарассине йĕркелеме пулăшмашкăн хушрĕ. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх — çемьене малтан Сурăмрах пытарас тенĕ-мĕн. Анчах унта çывăх çыннисем çук-мĕн, çавна май кайран Шупашкарах илсе килме йышăннă — Шупашкар çыннисем-çке. Ачасем 18-мĕш шкулта вĕреннĕ-мĕн. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкар влаçĕсем çынсене пытарассине йĕркелес енĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ.

«Ку пирĕншĕн питĕ пысăк çухату», — терĕ республика Пуçлăхĕ çынсем вилни пирки хурланнине палăртнă май. Чăннипех — калама çук пысăк хуйхă. Вилнисене пĕлнисем вĕсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Ачасен амăшне Мария Сергеевăна лайăх палланисенчен пĕрин сăмахĕсем чуна пырса тивеççĕ: «Унпа пĕрле ача чухне нумай вăхăт пĕрле ирттернĕ. Вăл хăй Шупашкартанччĕ, анчах ялти чи илемлĕ хĕрччĕ — тĕксĕм сăнлăскер, питĕ хаваслăскер. Питĕ шел...»

Николай КОНОВАЛОВ