Çĕмĕрлесем хĕле хатĕр мар

29 Авăн, 2015

Вырăнти влаç органĕсене кулленхи çивĕч ыйтусене татса пама пулăштăр тесе çĕршывра 2011 çулхи май уйăхĕнче «Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ» /ПРХФ/ общество пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Регионсенче унăн уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Вăл Чăваш Енре те пур.

Уйрăмăн хастарĕсем корруп­ципе тата тирпейсĕрлĕхпе кĕ­решеççĕ, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсем епле пурнăçланнине тĕрĕслеççĕ.

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш регион уйрăмĕн представителĕсем Игорь Дорофеев, Светлана Лясина массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе Çĕмĕрле хулинче пулчĕç. Светлана Ивановна ку хулана 5-мĕш çул çÿрет. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем, котельнăйсем çитес хĕле епле хатĕрленнине уçăмлатас тĕллевпе вăл уйăх каяллах тĕлпулусем ирттернĕ. Ун чухне парăм çутçанталăк газĕшĕн - 135 млн, «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО умĕнче 65,54 млн тенкĕ пухăннăччĕ. «Унтанпа мĕн те пулин улшăннă-ши?» - йывăр шухăш ăна çул çинчех тыткăнларĕ.

Çĕмĕрлере пурăнакансем ПРХФ Чăваш Енри уйрăмне хулари коммуналлă хуçалăх япăх ĕçлени, хĕлле хваттерсенче сивĕ пулни, инфратытăм об<екчĕсенче авари час-часах сиксе тухни çинчен çăхав сахал мар çырнă. Çĕмĕрлере коммуналлă пулăшу хакĕ республикăри ытти хуларипе /вăл шутра Шупашкартипе те/ танлаштарсан самаях пысăк иккен, çав вăхăтрах пахалăх шайĕ пĕчĕк. Инженери инфратытăмĕн об<екчĕсен 70 ытла проценчĕ кивелсе çитнĕ. Ресурспа тивĕçтерекенсен умĕнчи парăм çулсерен ÿссе пырать.

Светлана Лясина «Теплоэнерго» МУП управляющине Игорь Ваньева тĕл пулсанах ыйту хыççăн ыйту пама тытăнчĕ.

- ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - республикăри хуласен 88: хĕле кĕтсе илме хатĕр. Эсир хатĕр мар. Апла пулсан 12: сирĕн çине тиенет, - терĕ Светлана Ивановна.

- Аплах мар-ха, эпир те хатĕрленетпĕр, - тÿрре тухма тăрăшрĕ Игорь Иванович. - Ăшă пыракан трассăна сивĕрен хÿтĕлеме чĕркеймерĕмĕр. Материалне туяннă. Ку ĕçе çывăх вăхăтрах пурнăçлатпăр. Шел те, шыв юхтаракан пăрăхсемпе нимĕн те тăваймастпăр.

Çу кунĕсенчех вĕсене пусăм шайне палăртма шыв ярса тĕрĕслемелле пулнă. Анчах ку ĕçе çак тарана çитсе те туман. Хĕлле пăрăх шăтсан ăçта кайса кĕмелле? Хула халăхне сивĕпе шăнтмалла-и?

Строительство министерстви пĕлтĕр çурт-йĕре хĕллехи тапхăрта хутса ăшăтма епле хатĕрлемелли çинчен программа йышăннă. «Теплоэнерго» МУПра ĕçлекенсем ăна тĕплĕн вуласа тухма мар, курман та иккен. Производствăпа техника пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Прохорова та татăклăн нимех те калаймарĕ. Игорь Ваньев управляющи Татьяна Григорьевна хăйне хÿтĕлесе ырă сăмах каласса куçран пăхса кĕтрĕ пулин те.

Игорь Иванович çирĕплетнĕ тăрăх - сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне предприятин çутçанталăк га­зĕшĕн парăм 129 млн ытларах тенкĕ юлнă. Ку суммăна вăл Чăваш Ен Правительстви пулăшмасăр парса татма пултараймасса пĕлтерчĕ. Çак хисеп çулсерен мĕншĕн пухăнса пынă-ха? ПРХФ Чăваш регион уйрăмĕнче вăй хуракансем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - муниципалитет предприятийĕ кашни пуса, тенке шута хумасăр чуххăм ĕçленĕрен. Котельнăйсенчен хулана шыв миçе градуспа ăсанать, миçе градуспа каялла таврăнать - ансат термометр та çук-мĕн. «Теплоэнерго» уйăхсерен мĕн чухлĕ энерги туса кăларать? Никам та хуравлаймарĕ. Мĕншĕн тесен шута илекен çук.

Игорь Иванович Татьяна Григорьевна çине юлашки шанăç шыранăн пăхса: «Хамăр тытăм валли эпир специалистсем миçе çул шыратпăр, анчах тупаймастпăр. Тĕрĕс вĕт?» - терĕ. «Лайăх шырасан мĕн те пулин тупăнатех», - тенĕ ваттисем. Ку сăмахсем Çĕмĕрлери «Теплоэнерго» валли мар пулас.

Йĕрке тăрăх, предприятин те, котельнăйсен те ку вăхăтра хĕле хатĕррине çирĕплетекен паспорт пулмалла. Хулари 2 котельнăя çитрĕмĕр, вĕсен те вăл çук иккен.

- Çĕмĕрле хĕле чăнласах хатĕр мар, - килĕшрĕ Светлана Лясина.

Хула администрацине кайрăмăр. Унăн пуçлăхĕ Александр Геннадьевич Зиновьев ку должноçа кăçал июль уйăхĕнче çеç йышăннă. Анчах вăл сăлтав тупса Шупашкартан пынă «чĕнмен хăнасене» йышăнмарĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ