Çĕмĕрлере - чаплă кинозал
27 May, 2016 | Культура

Виçĕмкун Çĕмĕрле хулин культура пурнăçĕ паллă самантпа асра юлнă: унта хальхи йышши кинозал уçăлнă.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, хăнасем — Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков, Марина Коровина актриса, Дмитрий Перкулов продюсер, ыттисем — хутшăннă. Çакна палăртмалла: Раççей кино çулталăкĕнче Çĕмĕрле хули федерацин тăван çĕршывра кăларнă фильмĕсене кăтартма условисем туса пама пулăшакан фондĕнчен кино оборудовани туянма 5 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Хула çыннисен, фильмсене пысăк экран çинче вăтăр çул ытла пăхма май килменскерсен, ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă.

Хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков /куракансем ăна "Дерсу Узала" фильм тăрăх лайăх пĕлеççĕ/ Руç пирки шăрантарнă юррипе те тыткăнланă.

Мероприяти "Охрана" илемлĕ картина кăтартнипе вĕçленнĕ.