Çĕмĕрлере - çарпа патриотлăх фестивалĕ

1 Пуш, 2018

Паян Ҫĕмĕрлери Ача-пӑча пултарулӑхĕн центрĕнче "Пире ҫак тĕнчене упрама пилленĕ!" фестиваль иртет. Унта республикӑри кадет класĕсем, ҫарпа патриотлӑх клубĕсем, "ЮНАРМИЯ" уйрӑмсем хутшӑнаҫҫĕ.

Хастарсем тĕрлĕ енлĕн ӑмӑртĕҫ: спорт, теори конкурсĕ, ҫар эстафети, автомат сӳтсе пуҫтарасси.

Фестивале ҫамрӑк ӑрӑва патриотизм воспитанийĕ парас, Тӑван ҫĕршыв умĕнчи тивĕҫе пурнӑҫлама хатĕрлес тĕллевсемпе йĕркеленĕ. Ҫарпа патриотлӑх фестивальне кӑҫал 48 ушкӑн, 500-е яхӑн ҫамрӑк хутшӑнать.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

 

Теги: 

Комментари хушас