Çемен Элкер (1894-1966)

29 Ака, 2015

Çемен ЭЛКЕР (Семен Васильевич Эльгер) 1894 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче хальхи Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинче ҫуралнӑ. 1915 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна патша ҫарне илнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вӑл йывӑр аманса тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта ҫемен Раҫҫее таврӑннӑ, чылай хушӑ сипленнӗю Хусанта учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫленӗ.

1922–1935 .., Çемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсен тата «Сунтал» журнал редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ.

Паллӑ сӑвӑҫ пӗр хушӑ РСФСР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑван литературӑна аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тунӑшӑн ӑна «Чӑваш АССРӗн халӑх поэчӗ» ят панӑ (1940), ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗн, Ленин орденӗсемпе чысланӑ, Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1964).

Хӑйӗн малтанхи хайлавӗсене ҫ.Элкер 1917 ҫулта ҫырнӑ, малтанхи «ҫамрӑк хурӑн» сӑвви 1921 ҫулта «Канаш» хаҫатра пичетленнӗ.

С.В. Элкер 1966 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче вилнӗ,

Çемен Элкер – чӑваш литературин классикӗ, чӑваш халӑхӗн чи юратнӑ аслӑ поэчӗсенчен пӗри.

 

КИЛЕ ТАВРӐНСАН

Эй, Кушлавăш, ешĕл уй, –
Çут ачалăхăм сăпки!
Пĕл, ăнланччĕ мана, туй:
Эс ман пурнăç кăвапи.
Туй – эп хушăн çуннине,
Пĕл – сана манмассине.
Йышăн мана ытамна –
Вăрçă хуçнă ывăлна!
Йышăн... Сывлăх пирчиччен
Пар канма чĕрçÿ çинче...
Ик-виç çул эп аякра
Саншăн тĕмсĕлтĕм ăшра:
Малтан – вăрçă хирĕнче,
Тыткăнра, ют çĕрсенче,
Унтан – хамăр çĕршывра,
Тĕрлĕ шавлă хулара.
Эс таçта та яланах
Аса килтĕн час-часах...
Эй, Кушлавăшăм, нихçан
Тĕрĕс ачуна ан ман!
Ирĕк пар, – атте-аннем
Йăва хывнă кĕтесре,
Вĕсен ашшĕ-амăшсем
Ĕмĕр пурăннă çĕртре
Киленме – вăрмансенче
Çак вут-çиллĕ кунсенче
Таврари сĕм вăрману,
Уй çинчи шенкер сăну –
Илĕртетчĕç ют çĕртен,
Сăрт-ту урлă, инçетрен...
Сан чĕрçÿ çинчи мăн ял –
Сăртламри Упакасси –
Мана панăччĕ ăс-хал,
Пачĕ – сăвăçă сасси.
Уншăн – тав сана, рехмет!
Халь çав сас санпа пуплет...
 
Санăн тăрăх çÿресен –
Курăнать ман яш кун-çул,
Аслă вăрмана кĕрсен –
Эх, илемлĕхĕ мĕн чул!
Уй тÿписенчен пăхсан
Курăнать вун икĕ ял;
Вак шывсем юхаç туран:
Йĕкĕс, Кушлавăш, Çавал...
Çак йăмраллă тĕп ялсем,
Йăлтăркка юхан шывсем,
Хырлă, чăрăшлă вăрман –
Ĕмĕр тухмĕç асăмран;
Хуть таçта пулам, ĕçлем –
Пуçăмрах ман çак илем.
Вĕсенчен инçе кайсан –
Чĕреме касать суран;
Хуçăк турат типнĕ пек
Саншăн типшĕретĕп тек...
Ак халь çак уйра утса
Мĕн-мĕн пулнă – йăлт сăнап;
Иртнĕ пурнăçа курса
Йăл кулап е хурланап...
Эй, Кушлавăш, ешĕл уй,
Пĕл ман чунăма эс, туй:
Ĕмĕр манмăп эп сана;
Ан ман эс те ывăлна!
 
1918

 

Новости по теме