Çемьен аталанайман «бизнесĕ»

20 Утă, 2015

Чăваш Ен наркополицейскийĕсем наркăмăшлă «синтетикăна» упраса салатнă 20 çулти çамрăка тытса чарнă.

Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче экономиста вĕреннĕскер Интернет урлă наркотиксен пысăк виçине туяннă. Ăна пĕчĕк пайсене уйăрса салатмалли вырăн гражданла арăмĕн хваттерĕ пулса тăнă. Çавăнпах хĕрĕх чĕрнеллĕскер те айăплă шутланать.

Следстви палăртнă тăрăх, арçыннăн тĕп тивĕçĕ наркотике пытарнă вырăнсенчен хваттере илсе çитересси пулнă. Унта вара ăна пĕчĕк пайсене иккĕшĕ уйăрнă. Туянакан «синтетика» виçи кашни хутĕнчех ÿссе пынă.

Çамрăка наркополицейскисем хăйне хирĕç уголовлă ĕç пуçарни те тытса чарман, вăл хăйĕн саккунсăр бизнесне аллинчен ярса тытсан та малаллах аталантарнă. Çапла майпа татах çакланнă.

Каччă хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Унăн 10 çул та 9 уйăх çирĕп режимлă тĕрмере ирттермелле пулĕ. Ача кĕтекен хĕрарăм вара 4 çул та 8 уйăх кирпĕч шутлĕ.

Татьяна НАУМОВА.