Çемье пултарулăхĕн "Аист чĕппи" фестивалĕнче кÿмесене хакларĕç

19 Çурла, 2018

Хула кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх çулленех çемье пултарулăхĕн "Аист чĕппи" фестивалĕ иртет. Кăçал ăна вуннăмĕш хут йĕркелерĕç.

Уява пĕтĕмпе 130 çемье хутшăнчĕ. Вĕсем сакăр номинаципе тупăшрĕç. Ача-пăча кÿмисем чаплă пулчĕç: çар техники евĕр капăрлатнисенчен пуçласа юмахри сăнарсем таранах. Çапах та жюри хаçатран ăсталанă тата илемлетнĕ ача кÿмине пĕрремĕш вырăн пачĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Сăмах май, асăннă мероприяти çулленех Республикăри хĕрарăмсен канашĕн Шупашкар хулинчи организацийĕ тата спонсорсем пуçаруллă хутшăннипе иртет. 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас