Çемье - общество никĕсĕ

2 Нарăс, 2015

Анчах паянхи çамрăксем çак шухăша мала хурасшăнах мар. Çемье йăли ырă тĕслĕхĕсене чĕртсе тăратас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çĕнĕ ĕç пуçарнă: çур ĕмĕр ытла килĕштерсе пурăнакан мăшăрсемпе тĕлпулу йĕркелеççĕ.

Ку хутĕнче Етĕрне хулинчи 3-мĕш шкулта вĕренекен ачасем Чирĕккассинчи Рыбаковсемпе паллашнă. Михаил Ильичпа Надежда Петровна, пĕр ялта çуралса ÿснĕскерсем, пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Хĕрпе каччă ятне илнĕ çамрăксем 1965 çулта çемье çавăрнă. Тăван колхозра 40 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕсем: кил хуçи нумай çул бригадирта, хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ, мăшăрĕ фермăра тăрăшнă. Паян ватăсене икĕ ачипе виçĕ мăнукĕ савăнăç парнелеççĕ. Тĕлпулура юбилярсем çамрăксене хăйсен кунçулĕ çинчен каласа панă май кил-тĕрĕшре чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасан та пĕр-пĕрне юратса пурăнма кирли çинчен аса илтернĕ.

О.МАСЛОВ.