Цехра - кĕр-кĕр! Тухать тавар...

2 Утă, 2014

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти автокомпонентсен заводĕнче пулчĕ. Вун-вун çул унта çăмăл автомашинăсене, çул-йĕр техникине юсанă. Шупашкарсем çеç мар, тĕп хуларан çывăхри районсенче пурăнакансем те ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра 127-ĕн вăй хураççĕ. 1990 çулсенчипе танлаштарсан предприяти тĕллевĕ нумай улшăннă. Малтан кунта автомашинăсем пухнă. Юлашки çулсенче ГАЗ автомобиль кабинине, капотне, алăкне, панельне, ытти пайне хатĕрлеççĕ. Чул хулари автомашина туса кăларакан завода ăсатаççĕ. Кăçалтан унта ГАЗ-3307 валли те саппас пайсем леçеççĕ.

Эльшад Гасанов директор Чăваш Ен Пуçлăхне предприяти ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, производствăн кашни цехне çитсе вĕсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăни, коллектив еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Республика Пуçлăхĕ цехра вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ. Завод малаллах талпăннине палăртрĕ. Ун умĕнчи йывăрлăхсене те пытармарĕ. Предприятире ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. "Йĕпе-сапара завод территорийĕнче çумăр шывĕ капланса тăрать. Предприяти вырнаçнă урамра та çавнашкалах. Çĕр айне пăрăх хурса ăна юхтарса тăрас тĕллев çук-и?" - терĕ çамрăк хĕрарăм. "Хальлĕхе Шупашкар территорийĕн 30 процентне çеç çумăр шывне çĕр айне юхтарса пухмалли пăрăхсем хывнă. Ку ĕçе пурнăçлама укçа питĕ нумай кирлĕ. Кăçал ăна И.Яковлев проспектĕнче, пĕлтĕр База тăкăрлăкĕнче турăмăр", - хуравларĕ хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Ача амăшĕ Шупашкарти Çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче тепĕр шкул уçас ыйтăва çĕклерĕ. Вăл Университет урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнать. "Унти микрорайонта пин ача вĕренмелĕх шкул тума палăртнă, - хурав пачĕ Л.Черкесов. - Тен, строительствăна 2017 çулта пуçлăпăр".

Хĕрарăмсен ушкăнне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенче пĕлÿ илекенсене музыкăна е ÿнер ăсталăхне вĕрентмелли йĕрке кăсăклантарчĕ. "Калăпăр, ашшĕ-амăшĕн шкул хыççăн ачана юрлама е ÿкерме тÿлевсĕр вĕрентмешкĕн право пур", - ăнлантарчĕ М.Игнатьев. Кăçалхи авăн уйăхĕнчен шкулсенче вĕренекенсем ГТО нормативне пурнăçлама пуçлассине пĕлтерчĕ.

Вăл "Минерал" обществăна та çитрĕ. Алексей Васильев директор ăна предприятин кăçалхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кунта 133-ĕн вăй хураççĕ. Мраморпа гранитран тĕрлĕ продукци касса кăлараççĕ. Общество республикăри çурт-йĕре илемлетме мрамор плитасемпе тивĕçтерет. М.Игнатьев унăн ĕçĕпе кăмăллă.

"Гидрант" общество коллективĕпе те тĕл пулма вăхăт тупрĕ. Вăл 94 çынна пĕрлештерет. Ытларахăшĕ - çĕвĕçсем. Пушар хуралĕн службин ĕçченĕсем валли вут-çулăмпа кĕрешмелли ятарлă тумтир, атă-пушмак, алсиш, пиçиххи, 800-1000 градус вĕрие чăтакан çи-пуç çĕлеççĕ, ытти продукци туса кăлараççĕ. Ăна республикăри пушар сÿнтерекен службăсене кăна мар, "Роснефть", "Транснефть" обществăсене ăсатаççĕ. М.Игнатьев çĕвĕçсемпе куçа-куçăн калаçрĕ. Социаллă ыйтусемпе вĕсем мĕн шухăшланине ыйтса пĕлчĕ. Сăмахран, предприяти вырнаçнă Машина тăвакансен урамĕнчен хĕлле Çĕнĕ Шупашкара автотранспортпа çÿреме çăмăл мар иккен. Михаил Васильевич хула пуçлăхĕнчен ку ыйтăва татса пама ыйтрĕ. Коллективра ытларахăшĕ чăвашсем пулни палăрчĕ. Вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçрĕ. "Ачăрсене чăвашла калаçма вĕрентетĕр-и?" - ыйтрĕ вăл. "Вĕренесшĕн мар", - хурав пачĕ çамрăк хĕрарăм. "Тăван чĕлхене вĕрентме тăрăшăр", - терĕ республика Пуçлăхĕ. Тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕ.

Çак предприятисен производство калăпăшĕ темиçе çул каялла пысăк пулман. Юлашки вăхăтра вăл ÿссех пынă. Мĕнех, вĕсем - ÿсĕм çулĕ çинче.

Рубрика: