"Çавра сĕтел" хушшинче ЧНКн ĕç меслечĕсене тишкерчĕç

Паянах, çĕртмен 23-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче "Чăваш наци конгресĕн Чăваш Республикинчи районĕсенче тата Раççей Федерацийĕн регионĕсенче пурнăçламалли ĕçсен май-меслечĕсем" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш наци культура автономийĕсемпе ытти чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе пĕрлех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев хутшăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

"Пирĕн вăй - пĕрлĕхре", - çирĕппĕн каларĕ Михаил Васильевич. Малалла çапла чĕнсе каларĕ: "Паянхи мероприятие Раççей регионĕсенчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен ертÿçисем, хастарĕсем килсе çитни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш наци конгресĕ регионсенчи ентешсемпе ăнăçлă тата тухăçлă ĕçлесе пыни савăнтарать. Эпир те хамăр енчен регионсенчи ентешсене май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, Наци телевиденийĕн кăларăмĕсем ытти регионсене те кайма тытăнни мĕн тери аван, çапла мар-и-ха? Айтăр малашне те пысăк та сумлă пĕрлехи проектсем хатĕрлер..."

Республика пуçлăхĕ Тюмень чăвашĕсен наципе культура автономийĕн ертÿçине И.Н. Масловăна Тав хучĕпе чысларĕ, ăнăçу-телей, хавхалану сунчĕ.

"Çавра сĕтелре" Беларуçре тымар ярса пурăнакан йăхташăмăрсен "Атăл" пĕрлешĕвĕн, Самар облаçĕнчи, Челябинскри, Пушкăртстан Республикинчи тата ытти регионтан килсе çитнĕ ентешсене шухăш-кăмăлне те тимлесех итлерĕç Мăн Канашăн "çавра сĕтелне" пуçтарăннисем.

Олег МУСТАЕВ, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи:
- Паянхи мероприятирен эпĕ пĕтĕмĕшле кăмăллă юлтăм. Чăваш наци конгресĕ чăннипех те курăмлă ĕçсем йĕркелесе-ирттерсе пырать. Хам енчен ЧНКна ытларах çамрăксемпе ĕçлеме, вĕсене чăваш аталанăвĕпе çыхăннă ĕçсене тăтăшрах явăçтарма ыйтатăп тата сĕнетĕп.

 

Владимир ЖИВОВ, Питĕрти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи:
- Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕрин патне кайса-килсех тăратпăр. Правительство ертÿçисемпе пĕрлех Питĕр тăрăхне Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, эстрада юрăçисем, ал ăстисем çÿрени те питĕ усăллă та кирлĕ пулăмсем, утăмсем тесе шухăшлатăп.

 

 

Лидия ФИЛИППОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас