Çар вĕренĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă
26 Aug, 2015 | Вĕрентÿ

Августăн 24-мĕшĕнче РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Генштабĕн пуçлăхĕ - оборона министрĕн пĕрремĕш заместителĕ арми-генералĕ Валерий Герасимов Екатеринбург хулинче Тĕп çар округĕн штабĕнче видеоконференци мелĕпе Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта «Центр-2015» стратеги командăпа штаб вĕренĕвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, республикăн вăй тытăмĕсен ертÿçисем те хутшăннă. Валерий Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - Хĕçпăшаллă Вăйсем командăпа штаб вĕренĕвне хатĕрленме пуçланă. 2013 çултанпа унта федерацин патшалăх влаçĕн органĕсем кăна мар, Раççей субћекчĕсен ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене те явăçтараççĕ. Генштаб пуçлăхĕ регионсен пуçлăхĕсен умĕнчи тĕллевсене палăртнă, стратеги вĕренĕвне ирттермелли йĕркепе паллаштарнă.

Хальхи вăхăтра Тĕп, Хĕвеланăç тата Хĕвелтухăç çар округĕсен территорийĕнче «Центр-2015» вĕренÿ программин мероприятийĕсене пурнăçлама пуçланă ĕнтĕ.

Н.ЯКОВЛЕВ.