ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН
15 Jan, 2016 | Çанталăк

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран юр çăвать, вырăн-вырăнпа тăман вĕçтеркелет. Паян, кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче, кăнтăрла - 4-9, каçхине 6-11 градус сивĕ пулать. Ыран, кăрлачăн 16-мĕшĕнче, кăнтăрла - 15-18, каçхине 17-21 градус сивĕ пулать. Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче - 15-20 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 5-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 8 сехет те 10 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 50 минутра анать. Кун тăршшĕ - 7 сехет те 40 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кăрлач уйăхĕнче вылянчăк çанталăк пулĕ: шартлама сивĕсем ăшă кунсемпе ылмашăнĕç, ăшăтнă чухне яланхи пекех юр çăвĕ.