ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

13 Чÿк, 2015

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăнтăрла та, каçхине те 2 градус сивĕрен пуçласа 3 градус ăшă пулать. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла - 4 градус сивĕрен пуçласа 1 градус ăшă, каçхине - 0-5 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 3-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1-2 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 20 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 50 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 30 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере те ăмăр çанталăк пулать. «Кăнтăрла яланхи пекех йĕпе-сапаллă, каçхине кăшт шăнтма пултарать. Кунашкал çанталăк чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕчченех тăсăлĕ. Ун хыççăн вара сивĕтме пуçлать», - терĕ Марина Анатольевна.

Теги: