ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

5 Нарăс, 2016

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр е вăхăтран вăхăт йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа тăман вĕçтеркелет. Паян, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, кăнтăрла 1 градус ăшă - 4 градус сивĕ, каçхине 1-5 градус сивĕ пулать. Ыран, нарăсăн 6-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-6, каçхине 3-8 градус сивĕ пулать. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче - 5-8 градус сивĕ. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 5-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 7 сехет те 45 минутра тухать, каçхине 16 сехет те 35 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 40 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - тепĕр эрнере те ăшă çанталăк пулĕ, кăштах юр çăвĕ. «Нарăса çил-тăман уйăхĕ теççĕ, анчах кăçал ăшă пулать. Юлашки вăхăтра нарăс уйăхĕнче йĕпе-сапаллă çанталăк 1966 çулта пулнă. Ун чухне 1 градус ăшă тăнă», - терĕ Марина Анатольевна.

Теги: