Çамрăксемпе куçа-куçăн

16 Утă, 2015

Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн канашĕн ларăвĕ иртнĕ май юнкун Оперăпа балет театрĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев банк ĕçченĕсемпе курнăçрĕ. Интереслĕ те уçă калаçу пулчĕ.

Банк уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский çĕршыври лару-тăрăва пурте ансат мар тесе хакланине пăхмасăр банк ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ: "Кризиса вăйлах туймарăмăр. Нумай енĕпе пирĕн позици çав-çавах çирĕп. Анчах çулталăкăн иккĕмĕш çурринчи тĕллевсем чăннипех пысăк. Пирĕн ĕç - республика аталанăвне хывакан тÿпе, пирĕншĕн Чăваш Ен шăпи пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа пурте пĕр командăра ĕçлетпĕр".

"Пĕр команда" тенипе Михаил Игнатьев та килĕшет. Вăл Перекет банкĕ республикăшăн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чăннипех тĕрев пулнине çирĕплетрĕ. Çĕнĕ производствăсем уçăлнинче те банк тÿпи курăмлă. Çапах малашне пурнăçлама палăртакан хăш проектсене Перекет банкне явăçтарасси пирки ыйтнине вăл пайăррăн хуравламарĕ: "Конкуренци пулмалла, ĕçлĕ çынсем хăш банкпа ĕçлессине хăйсем татса паччăр". Тÿрре кăлармалли проектсем вара чылай - пĕтĕмпе 130 млрд тенкĕлĕх. Вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе Чăваш Ен ертÿçи хăйĕн шанăçне вăтам тата пĕчĕк бизнеспа çыхăнтарать. Вĕсен экономикăри тÿпи 40% кая мар пулмалла. Улăп-предприятисем ытла та мăран, лару-тăрăва кура улшăнаймаççĕ. "Трактор завочĕсем" концерн предприятийĕсенех илер. Ĕçлеймеççĕ вĕт, çавна май пин-пин çын ĕçсĕр. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе шăпах хайхи пĕчĕк предприятисем пулăшма тивĕç.

Аталану пирки каланă май Михаил Васильевич сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. "Сывă коллектив" йышши юхăма çул парас тĕллев те пур. Аслăрах çулсенчи çынсем ĕлĕкрех ĕç вырăнĕсенче ирхи зарядкăсем йĕркеленине астăваççĕ-тĕр - мĕнрен япăх? Çакнашкал меслетсемпе те усă курмалла.

Çулсем пирки те калаçу пулчĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан тĕп хулара картишсене, вĕсем патне пымалли çулсене юсани çинчен каларĕ. Ку ĕçе 70% пурнăçланă ĕнтĕ, çывăх çулсенчех пĕтĕм ĕçе вĕçлемелле: "Çавна май сирĕн, кунта ларакан хĕрсен, шăтăк-путăклă асфальт-тротуар çинче пушмаксен çÿллĕ кĕллисем хуçăлмĕç".

Залра çамрăксем ытларах та - Михаил Васильевич вĕсемпе пушшех шÿтлерех калаçрĕ. Каччăсенчен пĕрин ятне ыйтсан вăл хăйĕнпе "эпĕ Миша ятлă" тесех паллаштарчĕ. Ку, паллах, яшсемпе хĕрсене килĕшрĕ - вĕсем республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн сăмахĕсене темиçе хут тăвăллăн алă çупса пÿлчĕç. Михаил Васильевич çамрăксене çул пама тăрăшнине çирĕплетрĕ те - зал пушшех унăн сăмахĕсемпе килĕшсе шавласа кайрĕ. Сăмах май, ЧР ертÿçи калани - пушă сăмахсем мар. Калăпăр, Правительство йышĕ юлашки вăхăтра кăна 5 çул çамрăкланнă. Эппин, яшсемпе хĕрсен ÿпкелеме сăлтав çук.

Вĕсен хушшинче хăй вăхăтĕнче Мускава тухса кайнă, анчах вăхăт иртнĕ май тăван ене каялла таврăннă, кунта ĕçлекен çамрăксем пуррине пĕлсен Михаил Игнатьев пушшех кăмăллă пулчĕ. Банк ĕçченĕсенчен пĕри шкул пĕтерекенсем Чăваш Енрен пысăк хуласене тухса кайни пирки пăшăрханса калаçнине те вăл çак тĕслĕхпе усă курса хуравларĕ: "Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пулман-тăк - пирĕн çамрăк ентешсенчен нумайăшĕ Мускаври, ытти хулари сумлă вузсене вĕренме каяймастчĕ. Рынок самани вĕт - çамрăксем хăйсем суйласа илеççĕ. Мускавра опыт пухнă, ĕçе хăнăхнă хыççăн хăшĕсем каялла таврăнĕç - республика аталанăвне вăй парĕç. Куншăн савăнмалла кăна. Тепĕр енчен, ентешсем Мускавра ĕçлеççĕ, унта ĕçлесе илнĕ укçапа кунта усă кураççĕ - çакна та сивлеме кирлĕ мар".

Республикăра ĕç укçи пысăк марри пирки сăмах пулнине кура Михаил Васильевич çак кунсенче Раççей финанс министрĕ çĕршыв шайĕнче шалу шайĕ пĕчĕкленни çинчен каланине аса илтерчĕ: "Çакă пирĕншĕн кĕтменлĕх мар, çапла пуласса эпир иртнĕ çул вĕçĕнчех пĕлнĕ. Экономика ÿсĕмĕ çÿлелле кăна пулма пултараймасть. Эппин, пирĕн тĕрĕс шутламалла, тĕрĕс йышăнусем тумалла". Апла пулин те ĕç-пуç ытла та çивĕч тееймĕн. "Халĕ лавккана кайсан мĕн туянас тетĕн - пĕтĕмпех пур. 90-мĕш çулсенче вара эпĕ Америкăна кайсан питĕ тĕлĕннĕччĕ: пĕтĕмпех йăлтăр-ялтăр, лавккасенче тем тĕрлĕ тавар йăтăнать. Ун чух пирĕн патра сентресем пуш-пушăччĕ..." - аса илчĕ Михаил Игнатьев.

Тĕлпулу банк ĕçченĕсем пĕтĕм йышпа Михаил Игнатьевпа пĕрле сăн ÿкерттернипе вĕçленчĕ. Çамрăксем темерĕн - хăюллăраххисем Михаил Васильевичпа уйрăммăн сэлфи ÿкерĕнме ыйтмашкăн та именмерĕç. Республика ертÿçи пĕрне те хирĕçлемерĕ. Чăннипех - асăнмалăх сăнÿкерчĕк.

Николай ДМИТРИЕВ

Рубрика: