Çамрăксем малашлăха пăхса ĕçлеççĕ
28 May, 2015 | Вĕрентÿ

Пултаруллă яш-кĕрĕм республикăра сахал мар. Сăмахран, Чăваш Енĕн çамрăк ăсчахĕсемпе специалисчĕсен Совечĕн ертÿçи, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, РФ Президенчĕн стипендиачĕ, чылай патент авторĕ Ирина Ершова экологи тĕлĕшĕнчен таса сыр тата шăккăлат хатĕрлемелли ĕçĕн проекчĕпе паллаштарнă.

Тĕлпулу вĕçĕнче "Биоиндустри продукчĕсем хатĕрлессипе инноваци проекчĕн чи лайăх бизнес-планĕ" конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Пĕрремĕш вырăна Технологипе управлени академийĕн кафедра преподавателĕ Наталья Зуева тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче 4 курсра вĕренекен Анюта Веселовская. Виççĕмĕшне ветеринари ăслăлăхĕсен кандидачĕ, аслă преподаватель Дмитрий Никитин тивĕçнĕ.