"Çамрăксем - Чăваш Енĕн ĕç вăйĕ"

25 Кăрлач, 2016

Раççейри Студентсен кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри пултаруллă, ăнтăлуллă яш-хĕр ушкăнĕпе "çавра сĕтелре" тĕл пулчĕ. Ирĕклĕ форматпа йĕркеленĕ пуху Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче иртрĕ.

Çамрăксен пуçарăвĕсене халалланă "çавра сĕтеле" çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Студентсем тĕрлĕ çивĕч темăна хускатрĕç: Чăваш Енре студотрядсен юхăмне вăйлатасси, КВН командине аталантарасси, пуçаруллă çамрăксене патшалăх тытăмĕ енчен пулăшса пырасси... Пуçаруллисене хавхалантарасси тенĕрен, Михаил Игнатьев тĕлпулура асăннă техникумра вĕренекен пултаруллă 10 студента ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнине çирĕплетекен сертификата пачĕ.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: