Çамрăк талантсем

29 Юпа, 2015

Чăваш кĕнеке издательстви регионсен хушшинче 5-мĕш хут иртнĕ «Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ÿсĕме кура палăртнă. Вĕсене чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче чыслĕç.

Кăçал конкурса 170 ытла ĕç килнĕ. «Литературăри манăн юратнă сăнар» номинацире Çĕрпÿри 1-мĕш шкул вĕренекенĕ Даша Макарова çĕнтернĕ. «Нарспин чи лайăх сăнĕ» номинацире Шупашкарти 1-мĕш шкулта ăс пухакан Арина Ефимова, Комсомольскинчи 1-мĕш шкулти Станислав Макаров, Муркаш шкулĕнчи Елена Григорьева, Шупашкарти 10-мĕш шкулти Авдий Прохоров мала тухнă. «Вулама сĕнетĕп!» номинацире Куславккари 3-мĕш шкул вĕренекенĕ Милана Ларионова, Муркаш шкулĕнчи Мария Никитина çĕнтернĕ. «Кĕнеке - ача аллипе» номинацире кĕçĕннисен йышĕнче Канашри 11-мĕш шкулти Евгения Зайцева, Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнчи Кристина Потапова, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел шкулĕнчи Виталина Шаринкина мала тухнă. Вăтам ÿсĕмрисен йышĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак шкулĕнчи Диана Мердеевăна, Çĕрпÿри 2-мĕш коррекци интернат шкулĕнчи Татьяна Никифоровăна, Самар облаçĕнчи Шинтала районĕнчи Баландай шкулĕнчи Светлана Симцовăна палăртнă. «Интереслĕ кĕнеке» сочинени тата «Кĕнеке - пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ» эссе конкурсĕнче Тутарстанри Ивашкино шкулĕнчи Ариадна Емельянова, Шупашкарти 49-мĕш шкулти Вячеслав Васильев, Çĕрпÿри 2-мĕш коррекци интернат шкулĕнчи Василий Васильев, Чĕмпĕр облаçĕнчи Майна районĕнчи Анастасия Садовникова, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнчи Роман Евдокимов, Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулти Александр Васильев, Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнчи Андрей Иванов малтисен йышне кĕнĕ.

Рубрика: