Çамрăк инспекторсен слечĕ

Мускавра çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен Пĕтĕм Раççейри «Хăрушсăрлăх кустăрми - 2014» конкурсĕ вĕçленнĕ. Унта тĕрлĕ регионтан 83 команда пухăннă.

Ăмăртусем «Олимп ялĕ - 80» спорт керменĕнче тата АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн методика центрĕнче иртнĕ. Чăваш Ен чысне Вăрнар районĕнчи Аçăм-Çырми шкулĕн вĕренекенĕсем /ертÿçи - аслă категориллĕ учитель Владимир Петров/ хÿтĕленĕ. Йĕркелÿçĕсем шкул ачисене тĕрлĕ енĕпе тĕрĕсленĕ: ăс-хакăл конкурсĕсем, аталану вăййисем... Пирĕн команда /йышра - Данила Данилов, Денис Зиновьев тата Анастасия Семенова/ «Велосипедпа çÿресси» станцире пĕрремĕш вырăн йышăннă, уйрăм тупăшура Светлана Матвеева лайăх кăтартупа палăрнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен ачисем чи пултаруллă 10 команда йышне кĕнĕ. Республикăри çамрăк инспекторсен слетĕнче çĕнтернĕскерсем çĕр-шыв конкурсне пĕрре мар хутшăннă, пĕлтĕр те парнесемпе таврăннă.

Е.АНДРЕЕВ.