Çамрăк ăрăвăн Çĕнтерÿ мĕнле туптаннине пĕлмелле

22 Çĕртме, 2016

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун Шупашкарта пурăнакансемпе хула хăнисем çулленех «Çĕнтерÿ» мемориал комплексне пухăнаççĕ: çапăçу хирĕнче пуç хунă ентешсене Астăвăмпа хурлану кунĕнче сумлаççĕ, вĕсемпе мăнаçланнине, паттăрлăхĕ пархатарлă ывăл-хĕрĕн, мăнукĕсен чĕринче манăçманнине çирĕплетеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттернĕ хурлăхлă митинга Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх, политикăпа общество организацийĕсен яваплă çыннисем, Шупашкар хулин ертÿлĕхĕ, вăрçă тата тыл ветеранĕсем, çар хирĕçтăрăвĕнче пулнисем хутшăнчĕç, паттăрсене асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç.

Михаил Игнатьев Мухтав монуменчĕ, Афган вăрçинче, Çурçĕр Кавказри тытăçусенче пуç хунисен ячĕпе çĕкленĕ палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕ, Иоанн çапăçуçăн часавайĕнче вĕсене асăнса çурта çутрĕ.

Асăну митингне Шупашкарти 40-мĕш шкулăн кадет класĕнче вĕренекенсем пуçаруллă хутшăнĕç. Михаил Игнатьев вĕсемпе тĕл пулчĕ. Сăмах май, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев та асăннă шкулта пĕлÿ илнĕ. «Тĕслĕх илмелли тата вĕренмелли çыннăр юнашарах. Николай Станиславович — пултаруллă тухтăр, вăл ертсе пыракан центрта çуллен 7 пин ытла операци ирттереççĕ. Вăл — Чăваш хутлăхĕн патриочĕ. Эсир вара — пирĕн малашлăх», — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Çав кунах Михаил Игнатьев П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче йĕркеленĕ, Аслă Çĕнтерĕве халалланă «Пурнăç» мультимеди куравĕнче пулчĕ. «Кунти картинăсем вăрçăн хăрушă та шелсĕр вăхăтне сăнлаççĕ, чуна çÿçентереççĕ. Çамрăк ăрăвăн Аслă Çĕнтерÿ мĕнле туптаннине пĕлмелле, Тăван çĕршыва юратмалла тата мирлĕ пурнăçа хакламалла», — çапла шухăшлать регион ертÿçи.

Сăмах май, курав мультимеди тытăмĕн 10 кинопроекторĕнчен тата 40 метрлă ятарлă экранран тăрать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсем «чĕрĕлсе тăнă» сăнÿкерчĕксенче тата документлă кадрсенче сăнланаççĕ. Ăна чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕпе, вăйлă сасăпа тата выляса тăракан çутăпа пуянлатнă. Курав утă уйăхĕн 11-мĕшĕччен ĕçлет.

Валентина СМИРНОВА

 

Рубрика: