Çамрăк амăшĕсем професси илеççĕ

18 Юпа, 2018

Республикăра пĕчĕк ачасене воспитани паракан çамрăк амăшĕсене ĕçпе, хушма професси пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе условисем йĕркелес ĕç малалла пырать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенчен кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 379 çамрăк хĕрарăма вĕренме янă. Вĕсем пурте виçĕ çула çитмен ачасене пăхаççĕ.

Чăваш Енри ятарлă программăпа килĕшÿллĕн кăçал сахалтан та 400 хĕрарăма професси пĕлĕвне илмешкĕн направлени памалла. Ку тĕллев валли республика бюджетĕнчен 4,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, 694,1 пин тенкĕ — стипенди тÿлемешкĕн. Юпан 1-мĕшĕ тĕлне 3,1 млн тенкĕ уйăрнă.

Çамрăк амăшĕсене 21 вĕрентÿ учрежеденийĕнче хальхи вăхăтра кирлĕ 28 професси илме пулăшĕç. Хушма пĕлÿ пухма ярас умĕн хĕрарăмсене хăйсене юрăхлă специальноç суйлас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç, професси пĕлĕвне илмелли майсем пирки каласа кăтартĕç.

Виçĕ çула çитмен ачасене воспитани паракан амăшĕсене специальноçпе тивĕçтерни çĕнĕ пĕлÿпе ĕçе пуçăнма, конкуренци пултарулăхне ÿстерме май парĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас