Çăматă фестивалĕ

12 Кăрлач, 2016

Шупашкарти «Лакрей вăрманĕ» паркра çăматă фестивалĕ иртнĕ. Уява яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хутшăннă.

Тĕрлĕ вăйăра выляса савăннисĕр пуçне пухăннисем тĕрлĕ конкурсра тупăшнă. Калăпăр, хĕрсем çăматă тăхăнса скакалкăпа сикнĕ. Яшсем вара икĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Чи малтан вĕсем çăматта кам аяккарах ывăтнине тĕрĕсленĕ, унтан кĕске дистанцире чупассипе кĕрешнĕ. Çĕнтерÿçĕсене илемлĕ парнесемпе чысласа хавхалантарнă.

Унтан куракансен хушшинче лотерея выляттарнă. Чи сумлă парнене - планшета - тивĕçессишĕн чылайăн «кĕрешнĕ». Конкурссем хыççăн хула çыннисем аттракционсенче ярăннă, «Юмахсен резиденцине» кĕрсе курнă, Хĕл Мучипе пĕрле сăн ÿкерĕннĕ. Уява Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕн артисчĕсем хитре юрă-кĕвĕпе тата хаваслă ташăсемпе, шÿтсемпе илемлетнĕ.

А.ПЕТРОВ.

Рубрика: