«Çăлтăршăн» тав тунă
22 Jul, 2016

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев ячĕпе Владимир облаçĕн администрацийĕн аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕнчен Виктор Кауровран тата Пĕтĕм Раççейри «Вăрçăри Тăванлăх» общество организацийĕн председателĕн заместителĕнчен Валерий Малышевран Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери «Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ çăлтăрĕ» обществăпа патриотизм проектне пурнăçлама пулăшнăшăн тата унта хутшăннăшăн тав çырăвĕ килнĕ.

Асăннă проекта Раççейри, Бела­руçри, Китайри, Абхазири, Донецк тата Луганск халăх республикисенчи 150 ытла хула хутшăннă. «Ку йывăр çул пулчĕ, анчах эпир пирĕн Тăван çĕршывăмăрта пурăнакансен чун-чĕринче Аслă Çĕнтерÿ астăвăмĕ тата та хăватлăрах пултăр тесе çав çула утса тухрăмăр. Шăпах эсир пулăшнипе çак проекта пурнăçлама, ăрусен, вăхăт тата халăхсен çыхăнăвне упраса хăварма пултартăмăр», — тенĕ çырура.

Асăннă акци Шупашкарта çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи уявсен вăхăтĕнче иртнĕ. Унта хутшăнакансем Хĕрлĕ лапама Çĕнтерÿ ялавĕн 10х20 метрлă копийĕпе тухнă, патриотсен çамрăк ăрăвĕсене «Раççей мухтавĕн аллейи» проектпа çыхăннă бюста тата Çĕнтерÿ ялавĕн пысăк копине парнеленĕ.

М.АНДРЕЕВ.