Çăлтăрсем океан леш енче хваттерсем туянаççĕ

1 Пуш, 2014

Çулталăк хушшинче Майамире куçми пурлăх хакĕсем 20% яхăн ÿснĕ.

- 2008 çулхи кризис хыççăн Майамире пурăнмалли çуртсем тăвасси чарăнса ларнă, куçми пурлăх рынокĕ арканнă. Юлашки 2 çулта ку енĕпе лару-тăру йĕркеленме пуçланă, тăваткал метрсен хакĕ ÿснĕ, паян та ÿссе пырать. Çавăнпах Раççей олигархĕсемпе çăлтăрĕсем перекетленĕ укçи-тенкине Майамири çурт-йĕре хываççĕ, - тенĕ океан леш енчи çак курорт вырăнĕнче 10 çул ытла ĕçлекен Павел Дмитриев риэлтор.

- Тĕслĕхрен, Филипп Киркоров хĕрĕ Алла-Виктория çуралнă тĕле чаплă йышши урамра Ла Горсра çурт туяннăччĕ. Çак çуртăн ун чухнехи хакĕ 4 млн долларччĕ. Халĕ хак пĕр хут çурă ÿснĕ. Çапла вара Киркоров хăйĕн çуртне сутас тесен нимĕн те çухатмасть, укçа ĕçлесе илет çеç.

Сăмах май, Майами хулинчи куçми пурлăх базин даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн - юрăçăн çак çурт çеç. Бал Харбор районĕнчи Кристина Орбакайтепе кÿршĕллĕ пентхаус унăн харпăрлăхĕнче шутланмасть. Филипăн ăна сутма тивнĕ пулас. Кунта хваттершĕн уйăхне темиçе пин доллар тÿлемелле.

Бал Харбор районĕнче чи пуян та паллă çынсем пурăнаççĕ. Хваттерсем унта 2 млн доллар тăраççĕ.

 

Нумайăшĕ вырăс тăваткалĕнче пурăнать

Валерий Леонтьев çак çăтмах кĕтесĕнче 4 йăва таранчченех çавăрнă. Юрăç Майами çывăхĕнчи çурчĕ пирки пĕрре кăна мар каласа кăтартнă.

Чаплă çак çуртсăр пуçне /риэлторсем хакланă тăрăх - вăл 5 млн яхăн доллар тăрать/ артистăн Майамире тата 2 хваттер, пысăках мар çурт пур. Пĕр хваттерĕ хулан тĕп урамĕнче. Хăй унта пурăнман чухне Леонтьев ăна арендăна парать.

Юлия Бордовских телеертÿçĕпе мăшăрĕн Алексей Кравцов бизнесменăн хула варринчен инçех мар 2 хваттер.

Хваттерсем унта Бал Харбортинчен йÿнĕрех. 300 тăваткал метрлисене /çывăрмалли 2 пÿлĕмпе/ 400 пин доллар тÿлесе илме пулать.

Артистсемпе бизнесменсен пысăк пайĕ вырăс тăваткалĕ текен çĕрте вырăн тупнă. Вырăнти çынсем кунта сайра хутра çеç хваттерсем туянаççĕ, мĕншĕн тесен ытларах Раççейрен тухнисем пурăнаççĕ. Океан çывăхĕнчи пĕрремĕш тăрăхри çуртсенчи хваттерсем халĕ унта 500 пин доллар тăраççĕ.

Игорь Николаевпа Юлия Проскурякова, Леонид Агутинпа Анжелика Варум, Наташа Королевăпа çемйи те «вырăс тăваткалĕнче» вырнаçнă.

Николаевăн океан çывăхĕнчи пĕрремĕш тăрăхра 2 хваттер. Çавнашкал хваттерсем унта - 700 пин доллартан пуçласа. Анжелика Варумпа Леонид Агутинăн - 3 хваттер. Пĕри - Майамири чи хаклă çуртпа юнашар.

- Нумай хутлă çурта вĕçлесе пыраççĕ, хваттерсенче отделка ĕçĕсем тăваççĕ. Анчах та çурт-йĕр çав тери хаклă пулĕ, - прогноз парать Павел Дмитриев риэлтор. Чи хаклă хваттере акă 55 млн долларпа сутаççĕ.

 

Пенсионерсемпе машина юратакансемшĕн чăн-чăн çăтмах

Винсен-тауэр океан çывăхĕнчи иккĕмĕш тăрăхра вырнаçнă. Кунта пурăнакансем çак комплекса Раççейрен куçса пынă ватăсен çурчĕсем теççĕ. Тĕпрен илсен унта - пĕрремĕш тăрăхри çынсен ашшĕ-амăшĕ. Нумай хутлă çуртсенчен пĕринче Наташа Королева амăшĕ Людмила Порывай кун кунлать.

Хăйсен лимузинĕсенчен уйрăлас темен вырăс пуянĕсем валли Майами варринче хăйне евĕрлĕ çурт туса лартнă.

- Хваттере автомобильпех кĕме пулать. Кашни хваттерте 2-4 машина лартма вырăн уйăраççĕ, - тенĕ «Комсомольская правда» хаçата куçми пурлăх енĕпе ĕçлекен специалист.

- Водитель ятарлă лифта кĕрет* вăл çынна хăйĕн гаражне илсе çитерет. Хваттерсенче пурăнмалли пÿлĕмсене гаражран кантăк стенасем уйăрса тăраççĕ. Çак çуртри хваттерсен хакĕсем 4,5 млн доллартан пуçласа. Сăмах май, çавнашкал пуянлăхшăн вырăссем çеç укçа тăкаклама хатĕр.


Мария РЕМИЗОВА.

/«Комсомольская правда»/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.