Çакăн пек ФАП пирки ĕлĕк тĕлленмен те
17 Jul, 2018 | Хыпар | Сывлăх | ФАП

2018 çулта республикăри 17 муниципалитет районĕнче 25 фельдшер-акушер пунктне ĕçе кĕртĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе Чăваш Енре 2013 çултан пуçласа ăна пурĕ — 151, çав шутра 2017 çулта 26 тунă.

Кăçал пĕрремĕшне Красноармейски районĕнчи Чиркÿллĕ Именкасси ялĕнче туса пĕтернĕ. Ăна Республика кунне уявланă май çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уçнă. ФАП тăватă ялти 420 çынна, çав шутра 60 ачана медицина пулăшăвĕ парать. Надежда Владимирова фельдшер медицина информацийĕпе хушусене интернетран илсе тăрать. «Ĕç условийĕсем лайăх, медицина оборудованийĕпе тивĕçтерчĕç», — пĕлтерчĕ вăл.
ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи «Чăваш Республикинчи ял çыннисене медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатассишĕн пурнăçламалли хушма ĕçсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче 100 ФАП хăпартнă. Виçĕм çултан пуçласа «Ял территорийĕсене аталантарасси çинчен» çум программăна пурнăçласа тăваççĕ. Строительство еплерех пынине республикăн Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслесе тăрать. 2016 çулта 25 ФАП ĕçе кĕртнĕ. Килес çул тата 25 уçма палăртнă. Строительствăна Чăваш Ен хыснинчен уйăракан укçапа пурнăçлаççĕ.
Паянхи кун тĕлне республикăра 526 ФАП ĕçлет.
— Сывлăх сыхлавĕн министерстви кивĕ ФАПсем вырăнĕнче çĕннисене тăвас ыйтăва çирĕп лартать, — терĕ Владимир Викторов министр. — Паллах, çĕнĕ пунктсем паянхи пурнăç ыйтнине тата халăх кăмăлне тивĕçтереççĕ, паци-ентсемпе медĕçченсене хăтлă условисем туса параççĕ. Паянхи кун тĕлне 24 объектра строительство пырать.
— Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Мăрат ялĕнче пурăнакансем ФАП пулакан лаптăкра ĕç пуçлансан питĕ савăнчĕç, — хыпарларĕ Мăн Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Григорьев. — Кăçал вĕсем çĕнĕ ФАПра сипленме пуçлĕç.
Элĕк тăрăхĕнчи Шуркасси ялĕнче те ФАП çуртне хăпартаççĕ. Ĕçе районăн тĕп тухтăрĕ тĕрĕслесе тăрать.
Патăрьел районĕнчи Еншик тата Татмăш ялĕсенче çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче ФАП никĕсне хывма пуçланă. Патшалăх иккĕшĕн проектне пурнăçлама 3,5 млн тенкĕ уйăрать. Объектсене çурла уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе кĕртесшĕн.
Йĕпреç районĕнче те кăçал икĕ ФАП уçма палăртнă. Пĕри — Пысăк Упакасси ялĕнче. Никĕсне янă, кăшкарне çĕклеççĕ. Сăмах май, Алексей Ягудин, Валерий Баранов, Владимир Ильин, Олег Евдокимов, Борис Матвеев Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕн врач амбулаторине юсаççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕнчи Туканаш ялĕнче пурăнакансене çĕнĕ ФАП йышăнать ĕнтĕ. Ăна асăннă указа пурнăçласа хăпартнă. Кăçал Тарапай ялĕнче тепĕр çĕнĕ ФАП пулать. Строительсем куллен ĕçлеççĕ.
Çĕрпÿ районĕнчи Вăрăмçут тата Энĕшкасси Кушкă ялĕсенче те строительство пырать. Унпа районăн тĕп больницин тĕп врачĕ кăсăклансах тăрать. Строительсем Вăрăмçутрин тăррине тума пуçланă. ФАПсене кĕркунне уçĕç.
— Ĕç пахалăхне Сывлăх сыхлавĕн министерстви те, республикăн ФАПсем тума саккас панă патшалăхăн пĕрлехи органĕ те тĕрĕслесе тăрать, — палăртрĕ Владимир Викторов. — Кунсăр пуçне контроль ĕçне тĕп больницăсене явăçтаратпăр.
Ял çыннисем ФАПсене хăçан туса пĕтерессине тата ăçта уçассине пĕлесшĕн. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерес тесе министерство умне çак ыйтăва та лартрăмăр.
— Çапла вара çывăх вăхăтра строительсем республикăра тата çак ФАПсене туса пĕтерĕç: Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсенче — 1-ер, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар, Йĕпреç, Етĕрне районĕсенче 2-шер. Договорсемпе килĕшÿллĕн мĕн пур объектра строительствăна çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле, — пĕлтерчĕ министр. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.