Бюджета пуянлатмалли нухрата çухататпăр

13 Çурла, 2014

Ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ 23 ыйтуран кашниех пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ, вĕсем пурте тăван ен пурнăçĕпе, унăн çыннисен тăнăçлăхĕпе çыхăннă.

«Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕпе юстици министрĕ Надежда Прокопьева паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - çĕнĕлĕхĕн тĕшши вырăнти влаçа халăха çывăхрах тăвасси. Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен 22 полномочийĕ сыхланса юлать, ытти муниципалитет шайне куçать.

Ларăва хутшăннисем асăннă ыйтăва тĕплĕн тишкерчĕç, çавна май ку енĕпе уçăмлатмалли те сахал мар пулчĕ. Муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсене тÿрремĕнех суйланă май вĕсем тĕлĕшпе шанманлăх сиксе тухсан каялла чĕнсе илмелли йĕрке пирки пĕлесшĕн пулчĕ хăшĕ-пĕри, хула администрацийĕсем тĕлĕшпе халĕчченхи йĕркене сыхласа хăварнин сăлтавĕ канăçсăрлантарчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен пухăвĕнче уйăрнине ырларĕç вĕсем, çакă халăх тарçин статусне ÿстерет-мĕн.

Чылайăшĕн шухăшĕпе - кадрсем суйласа илесси - тĕп вырăнта, мĕншĕн тесен çынсем паян вырăнти ертÿçĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессе кĕтеççĕ, апла тăк ăнăçлăх яваплă вырăна кам йышăннинчен килет.

Ларăва хутшăннисем пуçаруллă сÿтсе явнă тепĕр ыйту - Чăваш Республикин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи республика бюджетне пурнăçланин отчетне çирĕплетесси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-финанс министрĕ Светлана Енилина бюджета пурнăçлассипе çыхăннă кашни тытăма çутатрĕ темелле, услам-тупăш илнипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - акцизсен /нефть продукчĕсен, эрех-сăран/ тупăшĕ тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсрах. Чăн та, утă уйăхĕнче ку енĕпе ăнăçлă ĕçленипе çулталăк пуçланнăранпа илсе çитерейменнине 18 млн тенкĕлĕх чакарма пултарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хамăр хутлăхра туса кăларнă ĕçме-çимене суту-илĕве ытларах кăларнипе тивĕçлĕ отрасльсен министрĕсене интересленсе тăма хушрĕ. Ĕçлĕ çÿревсенче пулнă май Михаил Васильевич çакна куçран вĕçертмест, тĕрлĕ шайри лавккара пулса тавар ассортименчĕпе, хакĕпе интересленет. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх - федераци суту-илĕвĕнче Чăваш Енре кăларакан эрех хакне чакарнă тăк Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче - çук. «Патриотлăх туйăмĕ вăйсăрри тĕлĕнтерет. Республика бюджетне пырса кĕмелли нухрата çухататпăр вĕт»,- терĕ Пуçлăх. Çавăн пекех вăл налук пухмалли çăл куçа анлăлатмаллине аса илтерчĕ. Тĕслĕхрен, çĕр сутнă чухне рынок хутшăнăвĕсене тĕпе хуманнипе хăш-пĕр районта ăна хăйĕн хакĕнчен йÿнетсе арендăна панине пула хыснана пуянлатмалли тупăш усламçă енчĕкне хулăмлатать. «Çакăн пирки пĕр çул кăна калаçмастпăр. Татăклă улшăну тумаллах. Предпринимательсемпе хăй тытăмлăхшăн пайталлă мар килĕшÿсене пăрахăçламалла, тивĕçлĕ йĕрке туса муниципалитетăн тупăш пайне ÿстермелли майсем шырамалла», - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Ларура çавăн пекех Чăваш Ен çыннисен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе правительство комиссине йĕркелеме йышăнчĕç, кашни çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене халăхăн социаллă тата демографи ушкăнĕсем тăрăх палăртрĕç: кăçалхи иккĕмĕш кварталта ку хисеп хальхинчен 7,7 процент пысăкланнă, 6968 тенкĕпе танлашнă /вăй питти халăх тĕлĕшпе - 7402, пенсионерсен - 5689, çул çитмен çамрăксен - 6980 тенкĕ/.

Михаил Игнатьев ÿсĕм пысăккин сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова çакна апат-çимĕç тата халăха куллен кирлĕ тавар хакланнипе ăнлантарма пикенчĕ. Анчах хурав Пуçлăха тивĕçтермерĕ, суту-илÿре улшуçсемсĕр ĕçлемеллине тепĕр хут аса илтерчĕ, муниципалитет пуçлăхĕсене пасарти хаксемпе интересленме хушрĕ, вырăнта тавар туса кăлараканăн интересĕсене хÿтĕлемеллине палăртрĕ.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева Чăваш Республикинчи информатизаци концепцийĕ пирки пĕлтерни - паянхи кун ыйтăвĕ, самана таппи эппин. Компьютеризаци, Интернет уçлăхĕ вăй илнĕ вăхăтра çĕнĕ технологисемпе усă курман предприяти-организаци кăна мар, уйрăм çын та юлмарĕ темелле. Çапах та ĕмĕрлĕх япала çук, техника та кивелет, ăна çĕнетсе тăмалла. Уйрăмах çынсене патшалăх пулăшăвĕпе электрон мелĕпе тивĕçтернĕ çĕрте. Çакăн пирки те аса илтерчĕ Пуçлăх, влаç органĕсенчи техникăна çĕнетмешкĕн нухрат мĕн чухлĕ кирлипе кăсăкланчĕ. Министр сăмахĕпе - сахалах мар иккен: 20 млн ытла тенкĕ...

ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ялти шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарма условисем туса хумашкăн республика бюджетĕнчен укçа уйăрмалли йĕркене çирĕплетесси тата федераци бюджетĕнчен килекен субсиди шутĕнчен çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен бюджет тулашĕнчи трансферта муниципалитет районĕсене уйăрса парасси çинчен пĕлтерни те пухăннисене самаях калаçтарчĕ. Хушма укçана 14 объекта пайласа панă.

«Кун пек чухне вĕренекенсен йышне мĕншĕн шута илмен? - пĕлесшĕн пулчĕ Анатолий Князев. - Шупашкар районĕнче Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчипе танлаштарсан ачасем виçĕ хут нумайрах». Хуравĕ те çийĕнчех тупăнчĕ: Хĕрлĕ Чутайсем Раççей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре кăна мар палăрнă, апла тăк вĕсене хавхалантармаллах.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин хускатнă ыйту Куславкка районĕнчи икĕ лаптăка /40 тата 19 гектара яхăн/ - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре хуçалăх енĕпе усă курмаллисен ушкăнне куçарассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра унта курăк çитĕнтереççĕ тата кĕтÿ çÿретеççĕ. Аукциона хутшăнса лаптăксене предприниматель туянасшăн, канмалли вырăн - туристсен базине - йĕркелесшĕн иккен.

«Тепĕр 10 çултан вара унта мĕн юлать?» - кăсăкланчĕ Михаил Игнатьев. Анатолий Иванович усламçă кану вырăнĕ йĕркеленипе аренда тÿлевĕ пысăк пайта кÿрессе шантарнине пĕлтерчĕ. Паян ку лаптăксем пĕр пуслăх та усă памаççĕ. Пуçлăх строительство ĕçĕсене хăвăртлатма ыйтмаллине, сăмаха тытмасан ку енĕпе штрафсемпе усă курмаллине аса илтерчĕ.

Пĕр шухăшласан, Чăваш Республикин «Патшалăх управленийĕн потенциалне аталантарасси» программăна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту ЧР Юстици министерствине кăна пырса тивет темелле. Апла мар иккен: унăн уйрăм тытăмĕ демографи лару-тăрăвне пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿрет. Тĕслĕхрен, çамрăксем мăшăрланаççĕ, пĕрне пĕри ĕмĕр юратса пурăнма шантараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çемье лавне туртса пымашкăн хал çитереймест, ĕнер арăм тата упăшка пулнă çывăх çынсем тĕрлĕ еннелле саланаççĕ. Ачисем вара çурма тăлăх çитĕнеççĕ. Тăванĕ-пĕтенне те пăшăрхантарать çакнашкал пулăм. «Çынсем мĕн сăлтавпа уйрăлаççĕ?»- ыйтрĕ Пуçлăх юстици министрĕнчен. «Шухăш-кăмăл пĕр килменрен, пĕр-пĕрне улталанăран, пĕри ĕçке ернĕрен е наркотикпа иртĕхнĕрен...» - пулчĕ хурав. ЗАГС ĕçченĕсем уйрăлма шухăшлакансемпе чуна уçса калаçмаççĕ-и вара, çемьене упраса хăвармалли пирки ăнлантармаççĕ-и? Михаил Игнатьев шухăшĕпе - вĕсен лару-тăрăва бюрократ пек мар, çынлăха тĕпе хурса хакламалла. Пирĕн обществăна сывă та йĕркеллĕ çемье кирлĕ, çамрăк ăрăвăн ашшĕ-амăшĕн хÿттинче вĕсен ăшшине туйса, чунпа пуянланса халăха юрăхлă çитĕнмелле.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: