Бюджет укçине йăкăртнă

Вăрнар районĕнчи пĕр ял библиотекин директорĕ шалăвне хăпартма тĕрлĕ мел шутласа тупнă. Çÿлте ларакансем ирĕк парасса кĕтсе илейменнипе хайхискер хушусем кăларса хăйне хăй «тăрăшса ĕçленĕшĕн» премисемпе хавхалантарнă, укçан пулăшнă. Çапла майпа пуçлăх кĕсйи 53 пин тенкĕлĕх хулăнланнă. Халĕ унăн тивĕçлипе явап тытма тивĕ.