Бюджет тухăçлăха кăмăллать

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксен комитечĕн председателĕ Альбина Егорова «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район администрацийĕсен пуçлăхĕсен заместителĕсем, муниципалитет органĕсен финансисчĕсем хутшăнчĕç. «Çавра сĕтеле» пухăннисем бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курмалли хушма çул-йĕре шырарĕç. ЧР Министрсен Канашĕн Председателĕн заместителĕ — финанс финистрĕ Светлана Енилина бюджета пуянлатмалли тĕп çăл куçсен шутĕнче «сăрă схемăпа» ĕçлекенсен йышне чакарассине, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курассине палăртрĕ. «Конвертра» шалу панăран, сăмахран, республика бюджечĕ çулсерен 2,9 миллиард тенкĕ çухатать. Çавăн пекех пурлăх тата çĕр арендисен килĕшĕвĕсене пурне те инвентаризацилени те сахал мар хушма укçа илсе килме май парать.

ЧР Контрольпе шут палатин председателĕ Светлана Аристова, ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, ыттисем тухса калаçрĕç, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курма май паракан хушма меслетсене палăртрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксен комитечĕ вĕсене шута илсе тĕрлĕ ведомствăсем валли бюджет укçипе тухăçлă усă курма пулăшакан сĕнÿсен пуххине хатĕрлерĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас